Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейлĕ ватлăх

Телейлĕ ватлăх

Анне… Епле ăшă, çепĕç, илемлĕ илтĕнет çак сăмах. Хуть кама та вăл çемьене, тăван киле, хамăра чун панă çын патне илсе çитерет.

Шутласан тĕленмелле, пĕр хĕрарăм миçе ачана пурнăç парнелесе ура çине тăма, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшать. Мĕн ĕмĕрĕн вĕçне тухичченех чун ăшшине, пур пурлăхне ачисемпе пайлать. Канăç мĕн иккенне те пĕлмесĕрех, сакăр ачана çуратса, мăшăрĕпе тĕрĕс воспитани парса, çĕршыва юрăхлă çынсем ỹстернĕ хĕрарăм çинчен пĕлтерес тетĕп сире, хисеплĕ вулакансем.

1941 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари Георгий Анисимовичпа Ефросинья Петровна Митрофановсен çемйинче 4-мĕш хĕр ача кун çути курнă. Малтанхи икĕ хĕрĕ вилнипе пач урăх ят пама шутланă ашшĕ-амăшĕ ăна — Сара. Ят çыртарма кайсан вара ял советĕнче Заря ят çырса хунă.

Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çемье тăнăçлăхне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи сиксе тухни пĕтернĕ. Çемье пуçĕ Хивархи тете тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Амăшĕ икĕ пĕчĕк хĕрпе (Сара 3 уйăхри ача пулнă) тăрса юлнă. Чăваш хĕрарăмĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел ỹстерес тесе ырми-канми тăрăшнă, кашни кун вăрçă хирĕнчен хыпар кĕтнĕ.

Хивархи тете тăшманпа паттăррăн çапăçнă, Çĕнтерỹ кунне те вăрçă хирĕнчех кĕтсе илнĕ. 1945 çулта тăван киле таврăнса тракторпа ĕçлеме тытăннă вăл. Çемье тинех çăмăлрах сывласа янă. Хĕр ачасем ĕç çумне çамрăклах çыпăçса пынă. Çул çитсен Сарăна ялти шкула пĕрремĕш класа яраççĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕре фермăна пăру пăхма çирĕплетеççĕ. Ĕçченлĕхне кура часах доярка пулса тăрать вăл. Ку вăхăтра ялти пĕтĕм çамрăк хуçалăхра ĕçленĕ. Каçсерен, ывăннине туймасăр, вăйă-кулăра савăннă. Каччăсем ялран-яла хĕр суйлама çỹренĕ. Хĕрсене кỹршĕ ялти тăванĕсем патне хăнана кайсан та сăнанă вĕсем.

Аслă Пăла Тимеш каччи Геннадий Терентьевич Мукин 1936 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Тăватă пĕр тăван çитĕннĕ çемьере. Ашшĕ — Терентей тете — вăрçăра Мускав патĕнчи хĕрỹ çапăçура пуçне хунă. Амăшĕ — Наçтук аппа — питĕ паттăр хĕрарăм пулнă. Мăшăрсăрах ачисене çителĕклĕ пурнăçпа ỹстерме мехел çитернĕ. «Тăн-тăн чăвашсем», — тетчĕç ун пеккисем пирки ĕлĕкхи çынсем. Вĕсен пỹрчĕ те пилĕк стеналлăччĕ. Гена шкул хыççăн 4 çул салтак çăкăрне çинĕ — çар тивĕçне моряк пулса пурнăçланă. Яла таврăнсан хуçалăхра трактористра ĕçлеме тытăннă каччă. Çуртра ашшĕ вырăнне пулса, арçын ĕçĕсене пурнăçланă. Çемье çавăрма вăхăт çитнине ăнланса йĕкĕт Çĕнĕ Пăва хĕрне куç хывнă — Сарăна пĕрре курса юратса ĕлĕкхи йăлапа вăрласа килнĕ. Чăваш йăли-йĕркипе туй-çу туса ирттерсен, çĕнĕ кин бригадăна ĕçе çỹреме пуçланă. Кил-тĕрĕшре йĕрке туса тăраканни хунямăшĕ пулнă, качча кайман аппăшĕ те пĕрлех пурăннă.

Çамрăк мăшăр иртен пуçласа каçчен ĕçре пиçĕхнĕ. Кăштах вăхăт иртсен пурте пĕрле тăрăшса çурта пысăклатма пикеннĕ — пура илсе хушма çурт хăпартнă. 1962 çулта çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килет — ывăл çуралать. Радик ят параççĕ ăна. Кану кунĕсем иртсен, çĕнĕ кине фермăна пăрусем пăхма чĕнеççĕ. Çемье шучĕ ỹссе пырать — Рая, Ира, Светлана, Галя, Алена, Зина, Настя çĕр çине килеççĕ. Ку çулсенче Сара звеньевой пулса ĕçлет. Вăхăт иртнĕ май ял Совечĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Зинаида ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.
Аслă Пăла Тимеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code