Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар хуралĕнче — чи хăюллисем, хастаррисем

Пушар хуралĕнче — чи хăюллисем, хастаррисем

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 375 çул çитет. Пушарнăйсен ĕçĕ — чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Пушара асăрхаттарасси, инкек пулчĕ пулсан çыннăн пурнăçне çăласси, пушара вăхăтлă сỹнтересси, пулăшасси вĕсен тĕп тĕллевĕ. Пушар хурал ĕçĕ пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Çапах та йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмаççĕ вĕсем.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕнче паянхи кун 21 çын тăрăшать. Вăй питти те харсăр вĕсем. Кашниех шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Ĕçченсем программăпа килĕшỹллĕн вĕренỹ витĕр тухаççĕ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлỹлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем тытаççĕ. Унсăр пуçне кашни çулах темиçе тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕсем, тренировкăсем иртеççĕ. Шăпах çак тĕрĕслевсем вĕсене инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ.

— Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене сумлă уявпа саламланă май çак тытăм хăйĕн историйĕнче тĕрлĕ тапхăра тỹссе ирттернине палăртас килет. Кашнийĕнех сывлăх, телей, ăнăçу пултăр. Çемьесенче килĕшỹ тата ăнлану хуçалантăр. Пушарнăйсене кирек хăш вăхăтра та хăйсен тĕп тивĕçне — çынсен пурнăçне çăлассине тата халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине — тĕплĕн пурнăçланăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп, — пĕлтерет пушар хурал чаçĕн ертỹçи Василий Григорьев.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: пушар хурал ĕçченĕсен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code