«Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хỹтĕлемелле». 53 çул каялла «Офицеры» кинофильмра каланă актер сăмахĕсем чăннипех афоризм пулса тăчĕç. Хыçа юлнă çулсем те унăн пĕлтерĕшне хирĕçле витĕм кỹреймерĕç — çĕршыв хỹтĕлевçин сумĕ пушшех ỹсрĕ…
Тăрăм ялĕнчи Сергей Викторова шкул çулĕсенченех лайăх пĕлетĕп. Лăпкă, сăпайлă. Сăмах ваклама юратманскер. Ашшĕ-амăшĕшĕн кил-хуçалăхĕнче шанчăклă тĕрев пулнă, нимĕнле ĕçе те тиркемен. Техникăна каччă çулне кĕричченех парăнтарнă вăл. Курăк çулмалла-и, сухаламалла-и е çĕр улми лартмалла — алли çыпăçулăхĕ куç кĕретехчĕ.
Сергей Çĕнĕ Шупашкарти 15-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче автомеханик дипломне илсен тỹрех çар ретне тăнă.
— Салтак тивĕçне пурнăçласси пирки манăн иккĕленỹллĕ шухăш нихăçан та пулман, — çула май призывпа çыхăннă сăмах тухнăран хушса хучĕ вăл. -Халĕ пĕр çуллăх служба тапхăрĕнчен пăрăнакан хăш-пĕр çамрăка ăнланма пултараймастăп.
Çĕршыв хуралĕнче С.Викторов гварди сержанчĕ вара икĕ çул — 2004-2006 çулсенче пулнă. Астрахань облаçĕнче «учебкăра» çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн службăн ытти тапхăрне Алтай крайĕнчи стратегиллĕ ракета çарĕнче ирттерет аслă водитель-механик.
Салтак тумне хывсан Сергей тĕрлĕ вырăнта вăй хурать. Юлашки ĕç вырăнĕ — «Чăваш автоколонна» предприяти.
Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан шăпах тепĕр çултан С.Викторов каллех çар ретне тăрать. Хальхинче — хăй ирĕкĕпе (кайран контракт çине куçать).
— Килтисене хăçан пĕлтертĕн кун пирки? — çийĕнчех ыйту çуралчĕ манăн.
— Тухса кайма икĕ кун юлсан… Çар комиссариатĕнче малтан кирлĕ документсене хатĕрлерĕм, икĕ кун медосмотр тухрăм.
Мăшăрĕн, ашшĕ-амăшĕн кăмăл-туйăмне уçса пама пулать-ши çакнашкал лару-тăрура? Çук-тăр. Анчах çирĕп йышăну хыççăн хирĕçле шухăш çуралман арçыннăн.
Чăваш ачине инçе çул пирваях Самара хулине илсе çитернĕ, виçĕ кунтан — Ростов облаçне. Уйăх çурăлăх хатĕрленỹ тапхăрĕ хыççăн Луганск тăрăхне ăсатнă. Вĕсен чаçĕ, тивĕçтерỹ подразделенийĕ, Первомайскра вырнаçнă. Мирлĕ вăхăтра пионер лагерĕ пулнă иккен унта. Кайран нацистсен «Азов» батальонĕ вăйлă оборона объекчĕсем туса çирĕплетнĕ. Анчах пирĕннисем аркатнăран упранса юлман вĕсем.
Ĕлĕк-авалах çынсем çĕнĕ вырăнсене куçса кайсан çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Çавăнпа ют çĕрте йăла ыйтăвĕсене епле татса панипе кăсăкланмасăр тăма пултараймарăм.
— Çитсенех «çурт-йĕр» турăмăр, çĕр чавса. «Прихожий» те пур пирĕн, кухня, çывăрмалли пỹлĕмсем. Урай — хăмаран. Шыв тухнăран ăна çỹллĕлетсе çĕнĕрен сартăмăр. Бензогенератортан çутă илетпĕр. Хыпарсене радио урлă пĕлетпĕр. Пĕрлехи вăйпа мунча та туса лартрăмăр, шалти пайне йăлтах хам майлаштартăм кирлĕ пек. Кăнтăр çутипе кашни кун хутатпăр — мунчасăр май çуках.
Асăннă «отчетпа» 38-ти гварди сержанчĕ кăмăлпах паллаштарчĕ-ха. Çар темине шаларах кĕрсе пынă май çав «сăмах ваклама юратманскер» тени çиеле тухса пычĕ: ыйтусене 3-4 сăмахпа кăна çирĕплетрĕ вăл. Мĕнех, çар вăрттăнлăхне тытма пĕлни те хăйне кура çирĕп палăрăм.
Сергей калаçура хăйсен подразделенине тăтăшах «лагерь» сăмахпа асăнать. Ку вăл йыш пысăк маррипе те çыхăннă пулĕ-ха. Унти ĕç-пуçа йĕркелесе тăраканĕ аслă прапорщик иккен. Сайра хутра офицерсем тĕрĕслеме килсе каяççĕ — пĕтĕмпех йĕркеллĕ.
…
Николай МАЛЫШКИН.