Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Искусствăсен караванĕ» – Чăваш Ен ялĕсенче

«Искусствăсен караванĕ» – Чăваш Ен ялĕсенче

Виçĕ çул каялла республикăра вырăс тата чикĕ леш енчи живопиç шедеврĕсен репродукцийĕсенчен хатĕрленĕ «Искусствăсен караванĕ» проект халĕ те çул çÿревре-ха. Çак тапхăрта тĕлĕнмелле çак проектпа республикăри 21 ял-салара пурăнакансем паллашма ĕлкĕрнĕ. Кăçалтан проект географийĕ тата 8 адреспа пуянланĕ. «Искусствăсен караванне» ялти культура çурчĕсенче ĕçлекенсем сĕннипе тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулăшнипе йĕркеленĕ.

«Искусствăсен караванĕнче» – Третьяковка галерейинче, Эрмитажра, Вырăс музейĕнче упранакан вырăс тата чикĕ леш енчи шедеврсен 420 репродукцийĕ. Куравсем харăсах пысăках мар ял тăрăхĕсенчи 21 культура çурчĕсенче иртеççĕ. Виçĕ уйăх иртнĕ хыççăн çĕнĕ вырăна куçаççĕ. Виçĕ çулта куравпа Чăваш Енĕн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă ялĕ-районĕнчи 150 пин çын паллашма пултарнă. Вĕсем валли çичĕ экспозици хатĕрленĕ. Урăхла каласан, ял çыннисем Третьяковка галерейин е Эрмитажăн çичĕ залне çитсе курнă темелле. Çапла майпа 19-20 ĕмĕрсенчи вырăс художникĕсем хăйсен тĕллевне – провинцире пурăнакансене вырăс искусствипе паллаштарса обществăна искусствăна юратма хавхалантарассине – пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Раççей империйĕ тăрăх куçса çÿрекен куравсем йĕркеленĕ йăла Чăваш Енре çĕнĕрен вăй илчĕ.

Хайхи проект мĕнле çурални пирки «Радуга» культурăпа курав центрĕн директорĕ Нина Смирнова каласа кăтартрĕ:

– Ялти культура çурчĕ – тĕл пулса хутшăнмалли тĕп вырăн. Юлашки çулсенче республикăри чылай культура çуртне юсама май килчĕ. Апла унта пурăнакансене мĕнле те пулин çĕнĕлĕхпе кăсăклантармалла. Çапла майпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа пĕрлехи проекта – «Искусствăсен караванне» – пурнăçа кĕртме тĕв тытрăмăр. Унăн тĕллевĕ – культура ырлăхĕсемпе пысăк хуласенче пурăнакансене кăна мар, пĕчĕк ялсенчи çынсене те паллаштарасси, культура çурчĕсене социокультура кластерне пĕрлештересси.

Тĕллев пурнăçа кĕчĕ. Культура вучахĕсене çитсе курасси çак тапхăрта темиçе хут ÿсрĕ. Унсăр пуçне вĕсен социаллă сечĕсенче çырăнакансен шучĕ йышланчĕ, шкулсемпе, ача сачĕсемпе, музейсемпе, библиотекăсемпе тытакан çыхăну лайăхланчĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсем патне çÿрекенсене çĕнĕ майсемпе – квестсемпе, ăсталăх класĕсемпе – илĕртнĕ. Вĕсене культура ĕçченĕсем кăна мар, ял çыннисем, шкул ачисем хăйсем те йĕркелеме пултараççĕ.

– Культура тытăмĕнче 30 çул ытла вăй хуратăп, – тет Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри культура çурчĕн ертÿçи Рушания Абдулхаева. – «Искусствăсен караванĕ» халăха питĕ кирлĕ – пурте Мускава е Питĕре çитсе килеймеççĕ вĕт. Тепĕр чухне Шупашкара тухса кĕме те май килмест. Пирĕн ял тăрăхĕнче икĕ пин ытла çын пурăнать. Шантарсах калама пултаратăп: вĕсем кунта экскурсисенче, квестсенче, викторинăсенче пĕрре кăна мар пулнă. Пуринчен ытла мана пĕрремĕш курав, «Вырăс музейĕн ахах-мерченĕсем» ятлăскер, питĕ килĕшрĕ.

Кăçал «Искусствăсен караванĕн» çĕнĕ «чарăнăвĕсем» пулĕç, вĕсем республикăри сакăр ялта вырнаçнă.

– Пирĕн çурта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Вырăнти культура çурчĕ» федераци проекчĕпе иртнĕ çул юсарĕç, – каласа парать Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи культура çурчĕн директорĕ Елизавета Матюшева. – Фойене, зала çĕнетрĕмĕр, чылай вăхăт усă курман иккĕмĕш хута йĕркене кĕртрĕмĕр. Халĕ эпир «Искусствăсен караванне» йышăнма хатĕр. Курава Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне уçма тĕв тытнă, унпа чи малтанах вырăнти искусство шкулĕнче вĕренекенсем паллашĕç.

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Радуга» культурăпа кану центрĕнче республикăри культура çурчĕсен ертÿçисене – «Искусствăсен караванĕ» проекта хастар хутшăннисене – чысларĕç. Мероприятие пынисене проект авторĕсенчен пĕри, унăн хавхалантаруçи, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ Алена Аршинова çапла саламларĕ:

– Эсир тăрăшнипе искусство произведенийĕсем халăха çывăхлатаççĕ. Художниксен ĕçĕсемпе, çав шутра тĕнче шайĕнчи искусствăн шедеврĕсемпе – Брюллов, Моне, Ренуар ĕçĕсемпе – паян республикăран тухмасăрах паллашма май пур. Пĕрре те иккĕленместĕп: паян пирĕнтен кашниех илемпе çывăхланнă. Пирĕн пĕрлехи проект малалла ĕçленишĕн савăнатăп.

Культура ĕçченĕн кунне ĕнер паллă турăмăр. Республикăри культура ĕçченĕсем валли савăнăçлă тепĕр хыпар пур. Ун пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Кĕçĕн тăван çĕршывăн культури» проектăн Чăваш Енри ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин пĕлтерчĕ:

– Иртнĕ çул вĕçĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çĕнĕ «Культурăн земство ĕçченĕ» проектне сÿтсе яврăмăр. Усси пур та ĕнтĕ. Раççей культура министрĕ Ольга Любимова уйăх пуçламăшĕнче пĕлтернĕ тăрăх, РФ Правительстви асăннă программăпа проект хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май республикăри культура учрежденийĕсенче тата 53 ваканси уçăлĕ. Яла ĕçлеме каякан кашни çамрăк специалиста пĕр хутчен паракан хавхалантару 1 миллион тенкĕпе танлашĕ. Вĕсене пурăнмалли çуртпа та тивĕçтермелле пулĕ, çак ĕçе парти татса пама тăрăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code