Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн вăл — Раççей социаллă фончĕ?

Мĕн вăл — Раççей социаллă фончĕ?

Елчĕк районĕн пенси фончĕн клиент службин (уйрăмĕн) ертỹçи Владимир Егоров тытăмра 2023 çултан вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлать.

— Раççей пенси фончĕ (РПФ) сайтĕнче çĕнĕ уйрăм — Раççей Социаллă фончĕн (РСФ) уйрăмĕ уçăлчĕ. Вăл 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать.

— Раççей Социаллă фончĕ Федерацин мĕн пур тỹлевне пĕрле памалли функцие пурнăçлать. Патшалăх енчен социаллă пулăшу илекен граждансем — ачаллă çемьесем, çире пур хĕрарăмсем — малашне пĕрлехи пособи илме тытăнмалла. Страховательсен отчетне çĕнĕ йĕркепе йышăнма пуçлĕç. Фондсене пĕрлештерни граждансене харăсах темиçе социаллă пулăшу илме май парĕ. Çỹлерех асăннă фондсем граждансем çинчен кирлĕ сведенисене пĕр-пĕринчен илсе вăхăт ирттернĕ пулсан, халĕ пĕрлехи базăпа усă курнă май, хаклă вăхăта сая ямĕç. Малалла социаллă пулăшăвăн мерисене пĕрлехи ыйтупа (запроспа) йĕркелемелле пулать. Ун пирки çывăхри офиспа çыхăнмалла е НФЦна пымалла.

— Раççей Социаллă фончĕн хăш пулăшăвĕсемпе усă курма пулать?

— РПФ тата ССФ сĕнекен пулăшусемех вĕсем. Тата çĕнĕ тỹлев хушăннă. Вăл — ачасен тата çире пур хĕрарăмсен пĕрлехи пособийĕ.

— Икĕ фонда пĕрлештерсен тỹлев тата пулăшу хисепĕ улшăнаççĕ-и?

— Çапла, РСФне çĕнĕ социаллă пулăшу мерисем куçаççĕ. Сăмахран, ачасемпе çире пур хĕрарăмсен пĕрлехи тỹлевĕ, 3 çулчченхи пĕрремĕш ачашăн илмелли тỹлев. Çав вăхăтрах РПФ тата ССФ пулăшĕвĕсем упранса юлаççĕ.

— Фондсене пĕрлештернĕ хыççăн пособисене малтанхи датăпах илме пулать-и?

— Граждансем пособисене хăçан илнĕ — малашне те çав датăпах илсе тăрĕç.

— Тỹлевсене йĕркелемешкĕн документсене тăратасси чăрмавлă пулмĕ-и?

— Кун пирки пăшăрханмалли çук. Фондсене пĕрлештерни ĕç-пуçа çăмăллатать çеç. Малашлăхра — пур пулăшăва та онлайн урлă электрон сервиспа илесси. Фондсене пĕрлештерни ĕçлекенсен малтанхи тата хальхи прависене хỹтĕлеме, çавăн пекех социаллă пулăшу илекен граждансен категорийĕсене анлăлатма май парать. Маларах гражданла право килĕшĕвĕпе ĕçлекенсен пенси тата медицина страхлавĕсем çеç пулнă. Ĕç паракансем пур взноса та пĕр тỹлевпе парĕç, бюджета кĕмен фонда пĕрлехи йĕркепе отчет тăвĕç. Ĕç стажĕ кĕни-кĕменни пирки Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ, районти пенси фончĕн клиент служби (уйрăмĕ) е МФЦ урлă пĕлме пулать. Ĕçленĕ тапхăрта пухăннă коэффициент — пенси прави — малтанхи пекех, тивĕçлĕ канăва тухсан тỹлеме каять.

— Пухăнакан пенси (пенсионные накопления) мĕнлерех йĕркеленĕ-ши?

— Пухăнакан пенси, малтанхи пекех, ертсе пыракан компанире йĕркеленет. Ку енĕпе Социаллă фондпа килĕшỹ тунă урăх компание суйлама та пулать.

— Икĕ организацие пĕрлештернĕ май клиентсен офисĕсенче черет пысăккипе нушаланмĕ-и халăх?

— Ун пекки пулмĕ. Социаллă фонд граждансен ыйтăвне Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕн 60 онлайн сервисĕ урлă тивĕçтерĕ.

— Вăхăтлăх ĕçлеменшĕн, çире пурришĕн тата ача çуратнăшăн, ача пăхнăшăн тивĕçекен тỹлевсен виçи улшăнмĕ-и?

— Обязательнăй социаллă страхлавăн взнос хуракан бази пенси страхлавĕпе танлашмалла. Çакă граждансене памалли тỹлевсен виçине ỹстерĕ. 2025 çул тĕлне пĕрлехи тариф тăрăх çакăн пек улшăнусем пулĕç: ача пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособин чи пысăк виçи 66,3 пин тенкĕ пулĕ (икĕ фонд чухне 39,2 пин тенкĕ çеç пулатчĕ); çире пурришĕн, ача çуратнăшăн (140 календарьлă куншăн) паракан пособин чи пысăк виçи 763,7 пин тенкĕ пулĕ (икĕ фонд чухне — 451,8 пин тенкĕ); 8 çуллă тата ытларах ĕç стажĕллĕ граждансене вăхăтлăх ĕçлеменшĕн тỹлемелли пособин чи пысăк виçи — 165,8 пин тенкĕ (икĕ фонд чухне 98,1 пин тенкĕ пулнă), 5-рен пуçласа 8 çул таранчченхи ĕç стажĕллĕ граждансен — 132,7 пин тенкĕ (икĕ фонд чухне — 78,5 пин тенкĕ), 5 çул таранхи ĕç стажĕллĕ граждансен — 99,5 пин тенкĕ (икĕ фонд чухне — 58,8 пин тенкĕ) пулĕ.

— Социаллă фонд йĕркеленнĕ хыççăн пенсисене мĕнлерех тỹлĕç?

— Закон тăрăх палăртнă пенсисемпе социаллă тỹлевсене малтанхи пекех — çав датăра — тỹлĕç. Пенси палăртмалли страхлав стажĕн даннăйĕсем харпăр çыннăн уйрăм учетĕнче шанчăклăн упранаççĕ. Вĕсем пĕтĕмĕшле Социаллă фонда куçаççĕ.

— Кирек мĕнле çĕнĕлĕхре те ыйтусем сиксе тухаççĕ. Вĕсен хуравне тупма кампа е мĕнпе çыхăнмалла?

— Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕн харпăр хăй кабинечĕ ку енĕпе пулăшу парать. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Социаллă фончĕн сайчĕ ĕçлеме тытăнать. РПФ тата ССФ сайчĕсенчи информаци веçех çĕнĕ сайт çине куçать. Çĕнĕ хыпарсемпе «ВКонтакте», «Одноклассники», «Телеграмм» социаллă сетьсенче те паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code