Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пысăк тăхтав» çурма финалĕнче

«Пысăк тăхтав» çурма финалĕнче

Аслă Таяпари тĕп шкултан вĕренсе тухнă Светлана Окружнова кĕçĕн классенченех вĕренỹре те, спортра та пысăк ỹсĕмсемпе палăрчĕ. Вĕренỹ отличници, хастар волонтер кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине те илсе тăрать.

Пултаруллă хĕр ача часах 10 класа Елчĕк шкулне вĕренме çỹрĕ. Çу кунĕсем иртсе пынине сиссе те юлайман харсăрскер. Нумаях пулмасть вăл «Россия — страна возможностей» президент платформине кĕрекен Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн çурма финалне хутшăннă. Вăл Мордовин тĕп хулинче иртнĕ. Унта Атăлçи округĕнчи 8-10 классенчи 1000 ытла вĕренекен хутшăннă.

Тĕрлĕ регионтан пухăннă ачасем кỹршĕ республикăпа тĕплĕн паллашнă. Ăçта кăна çитсе курман, кампа кăна паллашман вĕсем! Çав вăхăтрах профессионалсен мастер-класĕсен тĕл пулăвĕсем, уçă калаçусем питĕ хаваслă та усăллă иртнĕ. Пирĕн Светлана та командăпа часах çывăх туслашнă, хăйĕн пĕлĕвне кăтартнă.

«Пысăк тăхтавăн» çурма финалĕ Саранскри Республикăн культура керменĕнче хупăннă. Унта вĕсем поэтсен батлне, сывлăшри çĕленсене янă флешмоба, трюкачсемпе акробатсен тата скейтбордистсен пултарулăхне курса савăннă. Зал Раççей тата армян поп-музыканчĕпе Миша Конфузпа пĕрле унăн юррисене юрланă, ташланă.

— «Пысăк тăхтавăн» гимнĕ янранă чухне вара пурте хунарсене çутатрăмăр, залра çĕр-çĕр çăлтăр ялкăшнăн туйăнчĕ. Ку пулăм манăн асăмра яланлăха тăрса юлĕ, — тет пултарулăхпа палăракан Светлана.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Окружнова çурма финала тухнине çирĕплетекен дипломпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code