Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Канура та, спортра та…

Канура та, спортра та…

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Курнавăшри уйрăмĕн членĕсем хăйсем валли уяв йĕркеленĕ.

Пирваях вĕсем шкулти историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче пулса курнă. Мĕн пытармалли, хăшĕ-пĕри çак ялта пурăнса та паллашман унпа. Курса тĕлĕнмелли, ăс-хакăла пуянлатмалли нумай музейра. Елена Смирнова экскурсовод аваллăхран паянхи пурнăçа илсе çитернĕ куравра. Кунта тĕрлĕ вăрçа, ялти паттăрсен кун-çулне туллин çутатакан ятарлă пỹлĕм те пур. Вĕсемпе паллашнă май хăнасем пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăнă.

Мероприяти кунпа çеç вĕçленмен. Культура çуртĕнче вăл юрлакансен тата сăвă калакансен конкурсĕсемпе малалла тăсăлнă. Хăйĕн хайлавне уçса панă 80 çулхи Валентина Иванова чи пултарулли пулнă. Кашни конкурсант Хисеп хутне тата парнене тивĕçнĕ. Уяв программине дартс тата шашка вăййисене те кĕртнĕ.

Мероприятие хутшăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Доброхотов, округри тата территори пайĕнчи инвалидсен канашĕсен ертỹçисем Людмила Анисимовăпа Лев Кузнецов тата ыттисем саламланă, ырлăх-сывлăх суннă.

Уява ирттерме Галина Никифорова уйрăм пайтаçă, районти инвалидсен уйрăмĕн ревкомисси председателĕ Михаил Васильев хăйсен тỹпине хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code