Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Июнĕн 8-мĕшĕнче çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Кăçалхипе 66-мĕш хут иртекен çак уява Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсене халалланă.

Уяв «Итлĕр уяв сассине, килĕр Акатуй кĕрекине» музыкăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх гимнне шăрантарчĕ, çак вăхăтра Юрий Комиссаров ака чемпионĕпе округри чи лайăх культура ĕçченĕ Ольга Архипова, округри чи лайăх спортсмен Александр Константинов Акатуй ялавне çĕклерĕç.

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕсемпе тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан тата тĕрлĕ ял-хуларан килсе çитнĕ ентешсемпе хăнасене чи малтан, паллах, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ. Вăл округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр кăçал та вĕсем палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланине палăртрĕ: 17416 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника хушнă кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнă, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе те тивĕçлĕ шайра тимлеççĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле сцена çине хăпарнă ытти сумлă хăнасем: Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Поповпа Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Вячеслав Трофимов, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, хамăрпа кỹршĕллĕ округсенчи администраци пуçлăхĕсемпе ытти официаллă çынсем те Елчĕк енре пурăнакансене хăйсен чун-чĕрисенчен тухакан ăшă сăмахсемпе уяв ячĕпе саламларĕç, малашлăхра ăнăçусем, мирлĕ тỹпе сунчĕç. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕн — ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Леонид Черкесовăн саламĕсене те уява пуçтарăннă халăх хыттăн алă çупса йышăнчĕ.

Çăкăр шăршиллĕ алăсене — мухтав!

Акатуй илемĕ — ĕç паттăрĕсене чысланинче. Çак самант нумай çыннăн кăмăлне ăшăлăх парнелерĕ, малашне тата тăрăшса ĕçлеме те хавхалантарчĕ пулинех.

Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «АСК-Яльчики» агрофирма ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкинпа «Победа» ООО директорĕ Николай Головин, «Яманчурино» ОООри Юрий Комиссаров тракторист-машинист, «Прогресс» АХО водителĕ Владимир Соловьев, «Комбайн» ЯХПКри Станислав Соловьев электрогазосварщик РФ Ял хуçалăх министерствин, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Борис Головин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, «Чăвашъенкрахмал» предпритийĕнчи кадрсен пайĕн начальникĕ Зинаида Яковлева РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Салаеван Тав çырăвĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Ытти шайри наградăсем те нумай пулчĕç. Николай Крысова («Сатурн» ЯХПКри склад заведующийĕ), Алексей Маркова («Прогресс» АХОри ĕне сăвакан оператор), Маргарита Печковăна (Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Светлана Ульянкинăна («Эмметево» ОООри ĕне сăвакан оператор), Иван Шурбина (Тỹскелĕнчи кану центрĕн культура организаторĕ) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, Артем Васильева («Энтепе» ООО директорĕн çумĕ), Надежда Сусметовăна (тĕп больницăри анестезистка-медсестра), Алина Воробьевăна (централизациленĕ бухгалтерин тĕп специалисчĕ), Марина Немцевăна (А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн çумĕ) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Андрей Васильева («Энтепе» ООО директорĕ), Юрий Сергеева («Яманчурино» ОООри механизатор), Дмитрий Трофимова («АСК-Яльчики» ОООри агроном) «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Ирина Аввакумова («Рассвет» ЯХПКри техник-осеменатор), Наталия Антонова («Прогресс» АХОри тĕп бухгалтер), Вячеслав Васильев («Яманчурино» ОООри водитель), Ирина Горшкова (муниципалитет округĕн администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист эксперчĕ), Алексей Емельянов («Клевер» ООО директорĕ), Лариса Карсакова («Прогресс» АХОри ĕне сăвакан оператор), Владимир Мекшеев (округри патшалăх техника асăрхавĕн начальникĕ), Валентина Мисякова (Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Надежда Носова «Комбайн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Валерий Пыркин («Комбайн» ЯХПКри механик-диспетчер) ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Ольга Антонова («Комбайн»ЯХПКри зоотехник-селекционер), Алексей Воронов («Труд» ЯХПКри водитель), Ардальон Галкин («АСК-Яльчики» ОООри слесарь-электрик), Александр Ласточкин («Сатурн» ЯХПКри механизатор), Светлана Львова («Эмметево» ОООри пăру пăхакан), Лариса Немцева (Ленин ячĕллĕ ЯХПкри бухгалтер), Дмитрий Паймин («Нива» агрофирма» ОООри механизатор), Евгений Цветков (Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçин çумĕ), Ирина Чайкина хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕн заведующийĕ Антонина Осипова Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамотине, АО НПО «Промсервис» предприятире хуралçă пулса ĕçлекен Геннадий Воронцов çак министерствăн Тав çырăвне, централизациленĕ клуб тытăмĕнчи Сергей Баранов сасă режиссерĕ ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

«…»

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Савăнар та канар уявра!

Ырсамай кану паркĕ уяв кунĕнче кĕрлесе анчах тăчĕ. Илем, хавас кăмăл-туйăм тата савăнăç кỹрекен Акатуй халăхăн ĕмĕр упранса юлнă йăли-йĕркине мала кăларать. Вăл уяв символне — шăхличе сутассине çул панинчен пуçласа театрализациленĕ куравра, юрă-ташăра, вăйăсенче, халăхăн алă ĕçĕсенче, ака пăттине халалласа хатĕрленĕ тематика представленийĕсенче, сĕтел çинчи апат-çимĕçре те курăнать. Кăмăлтан савăнма сарлака паркра мĕн пур услови çителĕклĕ. Кунта тавар сутакан, ача-пăча теттисен, апат-çимĕçпе сăйланма май паракан палаткăсем (кунтах шашлăк та пĕçерчĕç), суту-илỹ точкисем ĕçлерĕç.

Айлăмри тỹрем вырăнта ачасем валли батутсем вырнаçтарнă, кунтах — вĕсене чун-чĕререн хавасланма май паракан ытти хатĕрсем.

Тĕп вулавăш, 9 территори пайĕ хатĕрленĕ куравсем иртен-çỹрене илĕртрĕç, уява хутшăннисем алă ĕçĕсене туянма та пултарчĕç. Çулсеренех çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ маçтăрсем. Алă ĕçне çамрăксем те вĕренсе пыни савăнтарать. Куракансем Светлана Агеева (Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ), Валентина Васильева, Валентина Иванова (Аслă Пăла Тимеш), Галина Егорова, Роза Блинова (Аслă Таяпа), Дария Евдокимова (Лаш Таяпа), Татьяна Прокопьева (Аслă Елчĕк), Елена Капитонова (Тăрăм), Оксана Димитриева, Светлана Федорова (Курнавăш), Антонина Петрова (Елчĕк), Алина Трофимова (Çирĕклĕ Шăхаль) алă ĕçĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Пур енĕпе те пултаруллă этемлĕхĕн черчен çурри. Чăваш тумĕ, илемлĕх хатĕрĕсем, тĕрри, çипрен çыхнă тум, тĕрĕ, тĕрлĕ материалтан ăсталанă кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕрсем, чечексем, карçинккасем… — курса тĕлĕнмелли тата вĕренмелли сахал мар.

«…»

Елена ПЕТРОВА.

Юрă-кĕвĕ — чун илемĕ,

нихăçан асран вăл каймĕ.

Акатуйра нумай киленĕç тупатăн. Кама мĕн илĕртет вĕт. Тĕп сцена умĕнчен те уяв талккăшĕпех çын татăлмарĕ: кунта юрă-ташша юратакансем пуçтарăннă. Ара, ял артисчĕсем хуларинчен те кая мар та. Сассипе те, тыткаларăшĕпе те, çи-пуçĕпе те. Вĕсене тивĕçлипе хаклани — куракансем тăвăллăн алă çупнинче. Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕ яланах мăнаçлăхĕпе тыткăнлать те, мĕн хушса калăн кунта? «Ан кулян, тăван» юрă çапла шăранса тухнăран та çирĕплетме пулать.

Кирек мĕнле мероприятие илем кỹрекенсем, паллах, Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн ташăçисем. Светлана Карамаликован тĕрлĕ ỹсĕмри маттурĕсем «çунтарса» кăна тăчĕç çĕнетсе пысăклатнă сценăна. Кадетсем те маттур ташăра.

Çур çул каялла йĕркеленнĕ, анчах культура уйне хăюллăн вирхĕнсе кĕнĕ округри шкул ачисен «Тарават» ушкăнне те (ертỹçи Кирилл Петров) епле палăртмăн. Сценăна тахçанах алла илнĕ профессионалсем тейĕн вĕсене! Хăйсене питĕ вырăнлă та çыпăçуллă тыткаланине, 2-3 сасăпа юрланине, ташлама та пултарнине халăх тулли кăмăлпа йышăнчĕ.

«…»

Спортпа туслă пулсан,

сывлăх çирĕп пулĕ сан.

Акатуйăн спорт программи шăматкун уçăлчĕ — Елчĕк шкулĕ умĕнчи стадион-площадкăра футбол тата волейбол вăййисене юратакансем пуçтарăнчĕç. Кăçалтан мини-футбол турнирне Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Каркалар каччине, Паттăрлăх орденĕн кавалерне Владимир Васильевич Орлова асăнса ирттерĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă май округ пуçлăхĕ Леонард Левый ăмăрту çамрăксене патриотла воспитани парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, паттăр салтакпа чăннипех мăнаçланма тивĕçлине палăртрĕ. Территори пайĕсен 6 командинче вара шкул ачисем те чылаййăн вылярĕç. Çивĕч иртнĕ тĕл пулусене пĕр çухатусăр вĕçлесе кубока Лаш Таяпасем çĕнсе илчĕç. Паллах, Орловсен çемйин тĕп призĕ те, така, вĕсене тивĕçрĕ. Призерсем — Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем. Володьăпа пĕр класра вĕреннисем чи çамрăк футболиста — Алексей Сусметова (Кивĕ Эйпеç) укçан хавхалантарчĕç. «Чи лайăх вратарь» (Алексей Воронин, Лаш Таяпа), «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» (Олег Ефимов, Аслă Елчĕк), «Чи лайăх тапăнса вылякан» (Алексей Печков, Елчĕк) номинацисенче палăрнисене кубоксемпе тата пĕтĕм спортсмена сувенирсемпе чыслассине те Орловсем хăйсем çине илнĕ. Вĕсем хатĕрленĕ вĕри шỹрпе те кашнин кăмăлне кайнă.

Хĕрарăмсен волейбол турнирĕнче, пĕлтĕрхи пекех, 3 команда кăна вăй виçрĕ. Пĕтĕмлетỹ протоколне вĕсем çак йĕркепе çырăнчĕç: Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Елчĕк.

Тĕп уяв кунĕ ăмăртусем малалла тăсăлчĕç. Пĕрремĕш ăмăрту — çăмăл атлетсен эстафети (6х200). Анчах ун пекки пулманччĕ-ха: вĕсем старта тухрĕç кăна, лỹшкесе çумăр ячĕ. «Шиповка» та пулăшмарĕ хăшне-пĕрне — йăр-яр шуса ỹкрĕç. Кăткăс лару-тăрура финиша пуринчен те ăнăçлă çитнисем вара çак шкулсен командисем пулчĕç: Елчĕк, Курнавăш, Аслă Елчĕк.

Чупуçăсен малаллахи ăмăртăвĕсене шкул умĕнчи стадион-площадкăра йышăнчĕç ирттерме. Территори пайĕсен ушкăнĕнче юлашки çулсенче виçĕ командăран ытла хутшăнакан марччĕ. Кăçал çак йĕрке кăштах «пăсăлчĕ» — пилĕк команда пулчĕ. Мала тухнисем ку йышра — Аслă Елчĕксем, Аслă Таяпасем, Курнавăшсем.

«…»

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code