Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчи 57-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн экономика облаçĕнчи тата финанс ĕçĕ-хĕлĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп бухгалтерне Антонина Трифоновна Соловьевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят панă.