Июнĕн 7-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче 3-мĕш хут чăваш культурин уявĕ иртрĕ.
Унта Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çумне — администрацин территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникне Алина Смирновăна, пичет ветеранне Анатолий Тимофеева, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторне Елена Петровăна пĕрлештерекен делегаци хутшăнчĕ. Авалхи несĕлсен иксĕлми хăвачĕпе тапса тăракан сăваплă çĕр Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăрт, Самар, Чĕмпĕр, Пенза, Азербайджан… çĕрĕсем çинчен килнĕ тăвансене йышăнчĕ. Курса савăнмалли кашни утăмрах пулчĕ кунта — тăван халăх çи-пуçĕллĕ ушкăнсен янравлă юрри-кĕвви, вăй питти кĕрешсен тупăшăвĕсемпе урхамахсен ăмăртăвĕсем, çамрăксен лаптăкĕсем ĕçлерĕç.
Халăхăн авалтан килекен пуян йăли-йĕркине тĕплĕн çутатрĕç уявра, чăвашлăха упрас тата аталантарас енĕпе пурнăçланакан мероприятисемпе паллаштарчĕç. Ытти чылай коллективпа пĕрле Патреккел халăх хорĕ тата Тỹскелти «Шуçăм», «Тускил» ансамбльсем уяв илемĕ пулчĕç.
Уяв хутшăннă халăха Мускавран килнĕ Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Енрен килнĕ тата вырăнти пуçлăхсем, йĕркелỹçĕсем саламларĕç. Кунтах тĕрлĕ ĕçре çитĕнỹ тăвакансене тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Унтан пурте пĕрле тăнăç пурнăçшăн йăла йывăççи лартса пысăк уяв картине тăчĕç, алла-аллăн тытăнса пирĕн пуласлăх пĕрлĕхре пулнине çирĕплетрĕç.