Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мускаври тĕл пулу

Мускаври тĕл пулу

Пирĕн кукамайăн шăллĕн — Олег Аркадьевич Богдановăн ывăлĕпе мăнукĕ ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах хăйсен ирĕкĕпе унта тухса кайрĕç.

Игорь кукка 53 çулта, малтан Луганск облаçĕнче çар техникине юсанă çĕрте пулчĕ, кăçал ăна разведкăна куçарнă. Юркка кукка вара çамрăк пулин те 2014 çултан пуçласа 2022 çулччен икĕ хутчен Донбасра, пĕр вăхăт Сирире пулнăччĕ. Служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн ăна Паттăрлăх орденĕпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Çавăн пекех ытти медальсене те тивĕçнĕ вăл. Ятарлă çар пĕлĕвне илмен пулин те ăна лейтенант званине панă, разведкăн взвод командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Юркка куккан взводĕнчи пĕр салтак нумаях пулмасть йывăр аманнă. Вырăнти тухтăрсем ăна Мускава илсе çитерме хушнă. Юркка кукка салтака тĕп хулана леçме те ятарласа хăй кайнă. Госпитальти палатăна кĕрсен кунта сывалакан тепĕр салтакпа паллашнă. Калаçуран çакă паллă пулнă: икĕ салтак та Оренбург облаçĕнчен иккен.

— Кунта часах сывалăн, — тенĕ малтан пыни. -Пирĕн медсестра сăпайлă, тирпейлĕ, тĕлĕнмелле тăрăшуллă, салтаксемпе питех те тимлĕ.

Медсестра палатăна кĕрсен Юркка кукка вăл ăçтан пулнине ыйтса пĕлме тытăннă.

— Эпĕ Чăваш Енрен, — тенĕ хĕр.

— Хăш районтан? — пĕлесшĕн пулнă кукка.

— Елчĕк районĕнчен, — пулнă хурав.

— Хăш ялтан? — тĕлĕннĕ кукка.

— Кивĕ Арланкассинчен, Настя ятлă эпĕ, хушамат — Батанова.

— Апла эсĕ манăн асаттене те, мăн асаттене те лайăх пĕлетĕн ĕнтĕ, эпĕ — Богданов, — пĕлтернĕ кукка.

— Паллах, пĕлетĕп, Аркадий Васильевича та, Олег Аркадьевича та, — тенĕ Настя.
Чылай калаçнă салтаксем хĕрпе.

— Тавтапуç сана, Настя, салтаксемшĕн тăрăшнăшăн, ĕçченлĕхỹшĕн, — тесе тав тунă ăна кукка.

Калаçсан-калаçсан малтанхи салтак Оренбург хулин депутачĕ пулнине пĕлме май килнĕ. Юркка кукка вара Шупашкар хулин депутачĕ. Çапла вара вĕсем медсестрана тав туса госпиталь начальникĕ патне Тав çырăвĕ çырма пулнă.

Юлашкинчен салтаксем медсестрапа пĕрле асăнмалăх сăн ỹкерчĕк тунă. Кукамай каласа кăтартнă тăрăх, Настя — Владимир Ивановичпа Лариса Васильевна Батановсен хĕрĕ. Ашшĕ вилнĕ, амăшĕ унăн Аслă Пăла Тимешĕнчи Василий Леонидовичпа Галина Михайловна Курицынсен çемйинче çуралса ỹснĕ.

— Лариса хăй те ĕçчен, тирпейлĕ хĕрарăм. Пĕтĕм Арланкасси тĕлĕнет унран, хĕрĕ те хăйнех хывнă çав ĕнтĕ, — тет кукамай çак кĕтмен тĕл пулу пирки аса илсе.

Настя пек маттур хĕрсем пирĕншĕн, шкул ачисемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Оксана АРХИПОВА,
Кушкă ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Настя Батанова, сулахайран иккĕмĕш — Юрий Игоревич Богданов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code