Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре — финанс министерствин анлă ларăвĕ

Елчĕкре — финанс министерствин анлă ларăвĕ

Иртнĕ эрнере Елчĕкре Чăваш Республикин Финанс министерствипе министерство çумĕнчи обществăлла канашăн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Николай Гусев, ЧР контрольпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Олимпиада Ананьева, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннипе иртнĕ çак анлă ларура вырăнти тата республика хыснисен кăçалхи 6 уйăхри кăтартăвĕсем, налук саккунĕсене федераци шайĕнче улшăну кĕртни, вĕрентỹ тытăмĕнче укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси, суд акчĕсене муниципалитетсенче пурнăçлассин чăрмавĕсем тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç.

Финанс министерствин анлă ларăвĕ яланхилле мар, çĕнĕлле иртрĕ. Муниципалитетсенчи финанс уйрăмĕн ертỹçисем виçĕ сехет çавра сĕтел хушшине ларса калаçрĕç. Çитес 3 çул хыснине йĕркелемелли тапхăр пуçланать. Ку енĕпе вара федераци шайĕпе илсен те, республикăра та улшăнусем нумай. Çавра сĕтел хушшинче канашланă финансистсен калаçăвĕнчен çак шухăш яр уççăн палăрса тăчĕ: муниципалитетсен налук органĕсемпе пĕрле çак улшăнусене тата тĕплĕнрех тишкерсе вырăнти шайра тивĕçлĕ нормативлă актсем йышăнмалла. Çак документсем çав шутра уйрăм çынсене те, бизнеса, пурлăхран тытакан налука пĕчĕккĕн хăнăхса пыма пулăшмалла. Çав вăхăтрах бюджет шайлашăвĕ, хамăр çине илекен расхут тивĕçĕсене пурнăçласси çинчен те манса каймалла мар. Çак ĕçсене пурнăçлама хальлĕхе кая юлман пулин те, налук ыйтăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă актсене, вĕсем 2025 çултан вăя кĕччĕр тесен, вĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнса хăвармалла.

Бюджета тултармалли майсем малашне ỹсме тивĕçлĕ. Муниципалитетсен шайĕнче 2025 çултан пуçласа çĕнĕ налук (Туристический налог) вăя кĕрессин ыйтăвĕсене те сỹтсе яврĕç. Анчах çак çĕнĕлĕх предпринимательсенче кăмăлсăрлăх çуратма пултарать. Апла пулин те ку ыйтăва декабрĕн 1-мĕшĕччен депутатсемпе пĕрле сỹтсе явса тивĕçлĕ йышăну тума тиветех.

Вĕрентỹ управленийĕн тытăмне çĕнетмелле, хăш-пĕр ĕçсене республика шайне куçарнин лайăх тата япăх енĕсене те тишкерчĕç ларура.

Юлашкинчен Михаил Ноздряков министр пĕрлехи анлă ларура палăртнă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕшĕн пурне те тав турĕ, вĕсене малалла ĕçлеттерсе ямалли сĕнỹсене финанс министерствине çитерме сĕнчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code