Юн панă хыççăн вăл çăра пулнине, тромб пулас хăрушлăх пуррине пĕлтĕм. Епле упранмалла?
Ỹт-тир шуранка та ал-ура сивĕ пулни, пỹрне вĕçĕсем çывăрни — юн çăралнине систерекен паллăсем. Унсăр пуçне вăй çукки, пĕрмаях вĕчĕрхентерни, пуçра-хăлхара шав тăни канăçсăрлантарать.
Самăр çынсен, диабетпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе тата усал шыçăпа чирлисен, хирурги операцийĕ тỹссе ирттернисен, суранланнисен юн çăралас хăрушлăх пысăк. Уйрăмах ватă çынсен. Çын мĕн чухлĕ аслăрах — юн çавăн чухлĕ çăрарах. Çитменнине вăл хăш-пĕр эмел ĕçнипе те çăралать, çавăн пекех шыв сахал ĕçнипе тата пылак нумай çинипе те.
Мĕнле упранмалла-и? Кунне 2 литртан кая мар таса шыв ĕçмелле. Симĕс чей ĕçме юрать, цикори, шăлан, хĕрлĕ пилеш напитокĕсем аван. Хĕрлĕ клевер, пыл курăкĕ (мелисса), палан чечекĕ, женьшень, йăмра хуппи ярса вĕретнĕ шывсем те лайăх.
Рационра ытларах юн çăралăхне чакаракан çимĕçсем пулмалла: помидор, тинĕс купăсти, ыхра, лимон, сельдерей, соя. Импĕр, корица, гвоздика, калемпĕр (тмин) пирки те манас çук. Çырласем усăллă, уйрăмах çĕр çырли, шур çырли (клюква), пĕрлĕхен, хурлăхан.
Юн çăралăхне ỹстерекен çимĕçсемпе май пур таран сахалрах усă курмалла. Вĕсем: сахăр, кукăль-булка, çĕр улми, банан, пăрçа йышшисем, хура тул, мĕн пур çуллă апат. Симĕс тĕслĕ çимĕçсемпе те асăрханмалла: шпинат, ревень, брюссель купăсти, петрушка, вĕлтĕрен.
Тăтăшах физкультура тумалла, хул-çурăма авмалла. Холестерин шайне чакарма та кирлĕ ку.