Вăрăмхăвара ялти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пысăк ушкăнпа йĕркелесси ĕлĕкрен пырать.
Йывăç лартмалла-и, урамсене е масар таврашне тасатмалла-и — шкул ачи те, шур сухал та айккинче юлмасть. Хальтерех кăна ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткине çыхма та пысăк йыш хутшăннă.