Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ кадрсем килнĕ

Çĕнĕ кадрсем килнĕ

Округри тĕп больница çĕнĕ специалистсемпе пуянланнă.

Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă Татьяна Кульмаковăпа Светлана Сидорова тата Анастасия Николаевăпа Наталия Мальцева çак кунсенче тĕрлĕ уйрăмсенче ĕçлеме пуçăннă. Малтанхи икĕ медик, калас пулать, кунти сиплев учрежденийĕ урлă тĕллевлĕ майпа вĕреннĕ.

Больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова çамрăк специалистсене ăнăçу, вырăнти традицисене çирĕп тытса пыма ырă суннă. Çав вăхăтрах коллектива 4 тухтăр, 5 медсестра кирлине те палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code