Июль, август уйăхĕсенче вĕренỹ учрежденийĕсемшĕн уйрăмах хĕрỹ вăхăт. Çак тапхăрта шкулсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрлесе мĕн кăна тума ĕлкĕрмелле мар? Пушар, антитеррор, газ хуçалăхĕнчи, апат-çимĕç блокĕнчи санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе çирĕплетмелле. Ытти тĕрлĕ ыйту та сахал мар. Тĕрĕслекен органсем тупса палăртнă çитменлĕхсене те шутлă кунсенче — ачасем парта хушшине лариччен пĕтермелле.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пынă комисси тĕрĕсленĕ вĕренỹ учрежденийĕсем — Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕпе искусство шкулĕ, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, Кушкăри, В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари, Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем тата çак вĕренỹ учрежденийĕсен çумне çирĕплетнĕ ача сачĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, пурте çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене йышăнма хатĕр.
Светлана Кудряшова ертсе пыракан «Хĕвел» ача сачĕн икĕ хутлă пысăк çуртĕнче тăватă çул каялла пысăк юсав ĕçĕсене туса ирттернине шута илсе куçа курăнакан вак-тĕвек ĕçсене пурнăçланипе çырлахнă пулин, пур çĕрте те — пỹлĕмсенче, территорире хăтлă, тирпейлĕ. Çирĕп йĕркелĕхе пăхăнса ĕçлеме хăнăхнă коллективра туслăхпа килĕшỹ анчах хуçаланать. Çакна кура воспитательсемпе ытти ĕçченсем ашшĕ-амăшĕсен хисепне тивĕçнĕ. Пĕр улшăнмасăр 34 çул поварта ĕçлесе ача-пăчана тутлă апат-çимĕçпе сăйлакан Вера Мальцева тата ыттисем пирки те нумай ăшă сăмах калама пулать.
Сăмах май, хальхи вăхăтра куллен 59 шăпăрлана йышăнакан «Хĕвел» ача садĕнче, çавăн пекех эпир маларах аса илнĕ шкулсен çумĕнчи ача сачĕсенче те кăçал агролабораторисем уçăлнă. Ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ вĕсене. Агролабораторисене пурне те çĕнĕ оборудованисемпе, вĕренỹпе методика комплексĕпе туллин тивĕçтернĕ.
Черетлĕ вĕренỹ çулталăкĕнче искусство шкулĕнче хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне малалла туптас тĕллевпе хальлĕхе 240 вĕренекенрен заявлени йышăннине палăртрĕ Клавдия Васильева директор. Юрă-ташă, тĕрлĕ инструментсемпе калама вĕренессин, алă ĕçĕн, сăрă ĕçĕн кружокĕсене кашни çул вĕренекенсем ытларах çỹреме кăмăл туни, паллах, педагогсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Вĕсем: фортепьяно класне ертсе пыракан Клавдия Васильева, Светлана Карамаликова (хореографи класĕ), Римма Парферьева (ỹнерçĕсен), Наталья Филиппова (декораци ăсталăхĕн), Луиза Доброхотова (гитара), Зинаида Павлова (тăмра), Ольга Архипова (хор), Валерий Архипов (баян, купăс), Ольга Краснова (баян), Сергей Краснов (купăс) — чăн-чăн профессионалсем.
Искусство шкулĕ хăйĕн пултарулăхне регион, Раççей шайĕнче йĕркелекен тĕрлĕрен конкурссенче кăтартать, призлă вырăнсене çĕнсе илет. Искусство тата воспитани енĕпе пуçламăш пĕлỹ илекен вĕренекенсемпе преподавательсем хутшăнмасăр округра пĕр мероприяти те иртмест. Округ чысне республика шайĕнче хỹтĕлемелле пулсан та — вĕсем яланах хатĕр!
Вĕренỹ учрежденийĕсенче вăйра тăракан стандартсемпе требованисене пăхăнса ачасене çирĕп пĕлỹ пама пĕтĕм услови çителĕклĕ пулсан та пур шкулта та вĕренекенсен хисепĕ чакса пынине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Эпир пулса курнă Кушкăри вăтам шкулта та иртнĕ çул 107 ача парта хушшине ларнă пулсан, кăçал — 95 анчах. Патреккелте 1 ача çеç сахалрах — 84 вырăнне — 83, ун вырăнне пĕрремĕш класа сахалрах ача килет, 12 вырăнне 9. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче Патреккелти шкулта, ача сачĕпе пĕрле илсен, 100 ытла ача пулмалла.
Чылай отрасле, çав шутра вĕрентỹ тытăмне те пырса тивекен «Пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшỹллĕн Курнавăшри, Лаш Таяпари, Çĕнĕ Пăвари шкулсенче пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тата территорие хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе иртнĕ çул тата кăçал курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ.
Çак çулсем тăршшĕпех аслă классенче вĕренекенсене шкул саккинченех професси пĕлĕвĕ илме пулăшассине йĕркелесе пыракан Курнавăш шкулĕнче (кунта водительсемпе тракторист-машинистсене вĕрентсе кăлараççĕ) патшалăх пулăшăвĕпе усă курса шкула пырса кĕнĕ çĕре анлă тротуар сарнă, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас тĕллевпе кирлĕ вăхăтра хăй тĕллĕн уçăлса хупăнакан тимĕр хапха лартнă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. «Пуçару бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн Лаш Таяпари шкулта территорие, иртнĕ çул хута кайнă çывăхри мини-стадиона илсен, пурĕ 1 миллион та 700 пин тенкĕлĕх хăтлăлăх кĕртнĕ — нумай ĕç тунă. Ирина Чернова директор ял пуласлăхĕшĕн чун-чĕрисемпе хыпса çунакан ырă кăмăллă çынсен ячĕсене те аса илме манмарĕ. Вĕсем: Владимир Меметов, Геннадий Дмитриев тата ыттисем те. Сăмах май каласан, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курса иртнĕ çул та шкулта юсав ĕçĕсене 108 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çĕнĕлĕхсене алла илессипе юлашки вăхăтра уйрăмах тухăçлă вăй хуракан Çĕнĕ Пăвари шкулта территорие хăтлăлатас тĕллевпе иртнĕ çул 17 799 149 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланипе лăпланман. Кăçалхи вĕренỹ çулĕ пуçланичченхи шутлă кунсемпе усă курса шкул подвалĕнче кĕрешỹ залĕ йĕркелессипе, унта кирлĕ оборудовани вырнаçтарассипе, çавăн пекех йывăр атлетика тата ташă залĕсене хута ярассипе тимлеççĕ.
Çĕнĕ Пăва шкулĕ вĕренỹ ĕçĕнче куллен кирлĕ материалсене стенасем çине çырса калăплассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăни çинчен маларах та каласа кăтартнă. Хальхинче «Твоя будущая профессия» тата «Знание» ятпа йĕркеленĕ çĕнĕ стендсемпе кăсăкланса паллашрăмăр. Ку чухне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, кирлĕ пулсан, кирек кам та куар кодпа усă курса (кашни темăн — хăйĕн куар код) вĕсенче пулас профессипе çыхăннă е вĕрентỹ тытăмĕнчи тăтăшах улшăнса тăракан çĕнĕлĕхсем, тĕрлĕрен конкурссем çинчен тата ытти нумай-нумай информацие пĕлме пултараççĕ. Шкулта медиа центр та ăнăçлă ĕçлет, урăхла каласан, вĕренекенсем шкул саккинченех блогер, журналист, репортер пулма вĕренеççĕ-хăнăхаççĕ мар-и? Кăçал 7-мĕш класа вĕренме килекен Лиза Ивановăпа Ангелина Емельяновăна, Эмилия Ласточкинăпа Виталина Ертмаковăна çак тапхăрта округ шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятие хутшăнса должноçри е ахаль çынсенчен ыйтусем çине хуравлама ыйтнине, интервью илнине нумай хутчен курнă. Çĕнĕ Пăва шкулĕн вĕрентекенĕсем анчах мар, вĕренекенĕсем те мал ĕмĕтлĕ, хастар та хыт утăмлă пулни çак тĕслĕхрен те уççăн курăнать. Шкулти юлашки çулсенчи пур ырă улшăнăва та пуçаруллă, анлă тавра курăмлă Диана Турхан çамрăк директорпа, хальхи вăхăтра директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Алиса Смирновăпа, вĕсем пекех пултаруллă педагогсемпе тата вĕренекенсемпе çыхăнтаратпăр.
Светлана АРХИПОВА.