Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Лука Крымский медальне тивӗҫнӗ

Лука Крымский медальне тивӗҫнӗ

Шупашкар хули 555 ҫул тултарас умӗн хула администрацийӗн пысӑк залӗнче патшалӑх наградисене панӑ. Пирӗн ентеш Валентина Порядкова (Михеева) медицина сестри Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаев аллинчен Лука Крымский медальне илнӗ. Пысӑк профессионализмшӑн, ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, экстремаллӑ условисенче медицина пулӑшӑвӗ панӑ чухне хӑйне шеллеменшӗн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.

Валентина Елчӗк округӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2023 ҫулта Валентина ятарлӑ ҫар операцийӗнче командировкӑра пулнӑ.

Аманнисене пулăшни — сăвап
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тĕрлĕ пулăшу кирлĕ паян. Унта хальхи вăхăтра медработниксем çитменни те паллă. Çакă Шупашкарти С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕнче медсестрара ĕçлекен Валентина Порядковăна (Михеева) питĕ пăшăрхантарнă. Çавна май вĕсем тантăшĕпе Лина Кушмановăпа пĕрле çапăçу пыракан вырăна кайса аманнисене пулăшас ĕçе хăйсен тỹпине хывма шухăшланă.

Валентина Украинăра чухне унăн амăшĕпе — Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи шкулта вĕрентекенре тăрăшакан Зинаида Михеевăпа час-час калаçрăмăр, Валентина каялла таврăнас кунсене шутласа февралĕн 10-мĕшне куç пек кĕтрĕмĕр — шăп пĕр уйăх тăван тăрăхран чылай инçетре аманнисен пурнăçне çăлса хăварас, вĕсене сиплес тесе канăç мĕнне пĕлмесĕр ăшталанчĕ чăваш хĕрĕ. Амăшĕн кĕлли тинĕс тĕпĕнчен çăлать тени тĕрĕсех. Куç хупман каçсем хыççăн хĕрĕ тăван тăрăха таврăнсан тин хаш! сывласа ячĕ пулинех çывăхран та çывăх çынни. Мĕнле пăшăрханмăн? Валентинăна тĕп хулара икĕ ывăлĕ (Виталий — 13, Алексей — 10 çулта), Иван мăшăрĕ кĕтет-çке.

Амăшĕ хыпарланă тăрăх, Валя мĕн пĕчĕкрен ларма-тăма пĕлмен, çынна пулăшма тăрăшакан ача пулнипе палăрнă. Ашшĕ — Виталий ялти хуçалăхра бригадирта тăрăшнă. Çавна май Валя пĕчĕкрен хуçалăх ĕçне хутшăннă. Лашасене юратнă вăл. Лаша кĕтĕвĕ кĕтекен Володя шăллĕ патне кайсан юланут çине ларса чун каниччен çỹренĕ. Вĕренỹре анчах мар, спорт мероприятийĕсенче, «Зарницăпа» «Орленок» юхăмсен ăмăртăвĕсенче харсăр пулнă хĕр.

— Эпĕ мĕн çамрăкран профессине медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренсе тухсан Канашри медучилищĕре пĕлỹ илтĕм, — пĕлтерет Валентина.

Амăшĕ çакна çирĕплетсе пĕр пулăма аса илчĕ:

— Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас тĕллевпе Вальăпа Елчĕкри тĕп больницăна кайрăмăр. «Эсĕ ỹссен аннỹ пек вĕрентекен пулатăн пуль-ха?», — калаçтарать хĕр пĕрчине Анатолий Молоствов психиатр тухтăр. «Çук, ỹссен эпĕ тухтăр пулатăп», — çирĕппĕн хуравларĕ ун чухне Валя.

Украинăна каяс умĕн хĕллехи каникул вăхăтĕнче хăй çуралса ỹснĕ тăван тăрăхра — Хăвăлçырмара пулнă Валентина. Амăшне инçетри хулана командировкăна каяссине хыпарласа (Украинăна каяссине малтанах пĕлтермен, вырăна çитсен анчах каланă) пĕрле чиркĕве кайса килме ыйтнă. Пачăшка пилленĕ хыççăн килтен тухса каяс умĕн хăйне: «Йăлтах йĕркеллĕ пулать», — тесе лăплантарнă хĕрарăм.

«Паянхи лăпкă мар лару-тăрура инçе çула, шăпах хирĕç тăруллă вырăна тухса каясси шиклентерет паллах. Кун пек чух пуçа тĕрлĕ шухăш кĕрет. Пуйăс Воронеж хулине çитсен вакун чỹречисенчен салтаксем, çар техники нумай курăнма пуçларĕç. Ку ỹкерчĕксене эпир кинофильмсем урлă анчах курнă та, кăштах хăратрĕ те. «Ăçта, мĕнле условисенче ĕçлĕпĕр?» — текен шухăш явăнчĕ пуçра. Çапах та Дон çинчи Ростова çитсен аманнă салтаксене — костыльпе е уксахласа утакансене, алăсăррисене… — курсан чунра вĕсене пулăшас туйăм вăй илчĕ, вăл шиклĕ шухăшсене çĕнтерчĕ», — каласа кăтартать хĕр.

Чăваш Республикинчен килнĕ медиксене Луганск тăрăхне илсе кайнă. Вĕсене икĕ ушкăна пайланă хыççăн тантăшсем хăйсене уйăрманшăн савăннă. Оборона Министерствин Сывлăш çар десанчĕн 39-мĕш уйрăм медицина отрячĕн мобильлĕ госпиталĕнче ĕçлеме тивнĕ вĕсен. Валентина унта та хăйĕн специальноçĕпе тăрăшнă — аманнисене анестезиологипе реанимаци уйрăмĕнче пулăшу панă. Лина — хирурги уйрăмĕнче.

Иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ кашни медицина ĕçченĕ, пĕр-пĕринпе калаçма та вăхăт пулман. Хĕрарăм палăртнă тăрăх, гуманитари пулăшăвĕ, эмел çителĕклех унта, çапах та медиксем çитмеççĕ. Çар техники иртсе çỹренине, самолет-вертолет вĕçнине, хĕç-пăшал сассине пăхмасăр иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле, тухтăрпа пĕр шухăшлă, утăмлă пулмалла, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланмалла. Кашни минутра мĕн те пулин сиксе тухма пултарнă. Пуласлăха пĕлменни кăштах пăшăрхантарнă, салтаксен асапĕ куççульлентернĕ ентешсене. Валентина ĕçленĕ отряд «Эпир мар пулсан — кам?» девиза мала хунă.

«Çар тухтăрĕсем ăслă, пысăк опытлă, кирек хăш лару-тăрăва та алăра тытаççĕ. Командир пире малтанах çăмăл пулмасса, çапах тỹсĕмлĕ пулмаллине систерчĕ. Çакă чунсене хытарма хистерĕ. Айдарово салинчи госпитале сирпĕтсен унти пациентсене куçарнă май çĕрĕпе те куç хупмарĕ медперсонал. Аманнисене пĕрремĕш пулăшу парасси яланхиллех тĕп тĕллев пулчĕ. Çĕрле те тумсемпех çывăртăмăр. Инкеклĕ лару-тăрура тум пирки шутлаймастăн, — аса илет Валетина. — Салтаксене пулăшмалла текен шухăш яланах пуçра тăратчĕ. Ятарлă çар операци пыракан вырăна кайса килсен анчах кăшт лăпланчĕ чун. Çапах та каялла таврăннă чух аманнисене те, пĕрле ĕçленисене те пăрахса хăварма çăмăл пулмарĕ. Пĕр уйăхра йывăр мар лару-тăрура кашнинпех чун-чĕрепе çывăхлантăмăр».

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Валентина Порядкова Олег Николаевпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code