Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чечексен илемне хаклакан

Чечексен илемне хаклакан

Шкулта вĕреннĕ çулсенчех нумай ачан уйрăм кăсăклану çуралать. Ку вăл вĕрентекенрен те килет. Тăрмăш шкулĕнче биологипе вĕрентнĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне Евгения Николаевна Кучаковăна паян та ырăпа асăнаççĕ. Пысăк сад пахчинче вăл хĕр ачасене йывăçсене сыпма, чечексем акма-лартма, рассада тума хăнăхтарнă. Чечек вăррисене килĕсене те парса янă. Çавна май сахал мар çын «чирленĕ» çак ĕçпе. Елена Петровăна уйрăмах пысăк витĕм кỹнĕ юратнă вĕрентекенĕ. Халĕ, амăшĕн йăпанăçне кура, ачисемпе кинĕсем те хуларан тĕрлĕ рассада, хунавсем илсе килеççĕ.

Анатри Тимешри Петровсен пỹрт ум пахчи — чи илемли. Кунта тĕрлĕ сортлă гортензи, пион, петуни, клематис, будлея кăчăк туртаççĕ хăйсем патне. Касса ăсталанă хитре кайăксен кĕлеткисем те пур. Геннадий Михайловичпа Елена Васильевна çут çанталăка юратни çĕр çырли, кăмпа татма çỹренинчен те курăнать.

Е.Петрова Тип Тимеш хĕрĕ пулнă. 7, 8-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех стройка ĕçĕсене хутшăннă.

— Эпир хальхи округ администрацийĕн çурчĕн никĕсне янă çĕрте те вăй хунă, — иртнине аса илет хĕрарăм. — Тăххăрмĕш класа атте ямарĕ мана, вара фермăра дояркăра ĕçлеме пуçларăм. Ĕмĕрĕм çав ĕçрех иртрĕ ĕнтĕ.

Петровсен çемйинче 6 ача çитĕнсе тухнă пурнăç çулĕ çине. Сакăр мăнукĕ — чун савăнмалăх. Шел, Лена аппа мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Ывăлĕсем — Александрпа Владимир — Украинăри ятарлă çар операцийĕнче. Хăйсен ирĕкĕпе тăнă вĕсем çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне. Наградисем те пур, анчах вĕсем пирки нимĕн те пĕлтермерĕç.

«Тĕрĕс-тĕкел кăна таврăнччăр ĕнтĕ», — тет амăшĕ. Эпир те çавнах сунатпăр. Елена Васильевнăна çирĕп сывлăх, чăтăмлăх пултăр.

Людмила СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code