Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăста спортсмен тата тренер

Ăста спортсмен тата тренер

Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев хыççăн Ĕнел ялĕнчен республикăн тата çĕршывăн спорт страницисене çыракансенчен Николай Григорьев тухнă.

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Николай Борисович 70 çул тултарать. Вăл Елчĕкри вăтам шкула, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ — университет) физвоспитани факультетне пĕтернĕ. Тĕп хулари спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕскер, ăмăртусенче Шупашкар хулипе «Буревестник» спорт обществин чысне хỹтĕленĕ.

Николай ытларах инçе дистанцисене — 5 тата 10 çухрăма чупассипе квалификациленнĕ. Пуçласа хăйĕн çинчен 1977 çулта Мускавра иртнĕ СССР чемпионатĕнче пĕлтернĕ: 10000 метра чупса протокол çине 6-мĕш кăтартупа çырăннă. Малалли финишсем курăмлă стайерăн: Чăваш Ен чемпионĕ тата рекордсменĕ, РСФСР халăхĕсен çуллахи 7-мĕш (1979) тата 8-мĕш (1983) Спартакиадисен çĕнтерỹçи, 5 километра чупассипе икĕ хут (1979, 1983) РСФСР чемпионĕ, Пĕтĕм Союзри çăмăл атлетсен кросĕсен призерĕ тата çĕнтерỹçи (1984, 1985). 1979 çулта Донецкри çĕршыв шайĕнчи ăмăртура 3000 метра чăрмавсем урлă чупса хăйĕн рекорчĕпе (8:40.9) финиша пĕрремĕш çитнĕ. Кунтах ытти рекордсене те палăртса хăварар: 5 км — 13:35.20; 10 км — 28:16.50; марафон — 2:14:32.

СССР спорт мастерĕ Н.Григорьев каярахпа хăй маçтăрлăха туптанă шкултах тренер-преподаватель пулса ĕçленĕ. 2007 çултан — педуниверситетăн аслă преподавателĕ, тепĕр çултан — физвоспитани кафедрин доценчĕ. Юлашки виçĕ çул вăл тĕп хулари 24-мĕш номерлĕ вăтам шкулта физкультура учителĕнче тăрăшать.

Наставник нумай çамрăка спортăн çитĕнỹ картлашкипе çỹлелле хăпарма пулăшнă — 10 ытла пысăк квалификациллĕ атлет хатĕрленĕ. Вăл шутра Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисем тата тĕнче чемпионачĕсен участникĕсем: Александр Васильев (Кивĕ Эйпеç), Владимир Кильнесов, Сильвия Васильева, Владимир Федотов. Пурте вĕсем — тĕнче класлă спорт мастерĕсем.

Николай Борисовича 1996 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн сăнĕ педуниверситетри хастар ĕçченсен Хисеп хăми çинче.

Ентеш, пултаруллă çамрăк чупуçăсене тупса палăртас тĕллевпе, тăван ялĕнче чылай çул Серафим, Николай тата Валерий Григорьевсен парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем йĕркелерĕ. Пĕр тапхăр вĕсене Вăрăмхăва ялĕнчен тухнă Николай Анисимов спорт мастерĕпе пĕрле округ центрĕнче те ирттернĕччĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code