Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2025 çула амăшĕн капиталĕн калăпăшĕ паллă

2025 çула амăшĕн капиталĕн калăпăшĕ паллă

Çитес çул амăшĕн капиталĕ пĕрремĕш ачашăн 46 пине, иккĕмĕш ачашăн 61 пине ỹснине пĕлтернĕ РФ ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Антон Котяков.

«Эпир амăшĕн капиталĕпе 1 миллиона яхăн çын усă курасса шанатпăр», — тенĕ министр. Вăл палăртнă тăрăх, çитес индексаци февральте пулать. Пĕрремĕш ачашăн 677 пин тенкĕпе, иккĕмĕшшĕн 894 пин тенкĕпе танлашать. 2025 çула амăшĕн капиталне тỹлеме бюджетран 649,2 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Ачаллă çемьесене финанс пулăшăвĕ «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче парăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code