Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксен хăйсен ассамблейи

Çамрăксен хăйсен ассамблейи

Чăваш Наци библиотекинче ЧР çамрăксен ассамблейин йĕркелỹ пухăвĕ иртнĕ.

Унта ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, ЧР халăхсен ассамблейин представителĕсем, наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем, аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Общество организацийĕн çумĕнче йĕркеленнĕ ассамблея йышне Чăваш Енре пурăнакан 14-30 çулсенчи пултаруллă та маттур çамрăксем кĕнĕ.

— Тĕрлĕ наци яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕринчен вĕренсе пыни, тĕслĕх илни питĕ аван, — тенĕ ЧР халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ Владимир Васильев.

Пухура ЧР культура министрĕ Константин Яковлев çĕнĕ организаци культурăсен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшнине палăртнă. Пухура çамрăксен ассамблейин канашне суйланă. Унта республикăри тĕрлĕ диаспора представителĕсем кĕнĕ. Çамрăксен ассамблейин ертỹçине Чăваш наци телерадиокомпанийĕн çамрăк журналистне Алексей Иванова шаннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code