Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртура Елчĕксем те палăрнă

Ăмăртура Елчĕксем те палăрнă

Октябрĕн 20_22-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ, ăна чăваш халăх хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 111 çул çитнине халалланă.

«Спартак» спорт керменĕнче иртнĕ савăнăçлă парада Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов тата ыттисем те хутшăннă.

— Ку турнирта вăйлисемпе патваррисем тупăшаççĕ, — палăртнă Александр Иванов спортсменсене ăнăçу суннă май.

Çĕршывăн 12 регионĕнчи 150 яхăн спортсмен хушшинче пирĕн районти тимĕр вăййине юратакансем те тупăшнă. Хĕрсен ушкăнĕнче Курнавăш шкулĕнче вĕренекен Марина Николаева, Алиса Иванова (тренерĕ — Олег Федоров) палăрнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Курнавăш каччи Дмитрий Курчин кире пуканне сулласа çĕклес тата кăкăр çинчен тĕртес енĕпе 63 килограмлă виçере палăрнă. Сăмах май, РФ спорт мастерĕ Дмитрий Курчин иртнĕ çул пĕрремĕш категориллĕ судья ятне тивĕçнĕ.

73 килограмлă пăхаттирсен ушкăнĕнче Василий Кириллов (Лаш Таяпа) лайăх результат кăтартнă. 85 килограмлă виçере Дмитрий Енедеров (Тăрăм) пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. 95 килограмран çăмăлрах виçере Александр Павлов, ветерансен хушшинче Олег Федоров (Елчĕк) палăрнă.

Çавăн пекех Марина Зайцева, Мария Зайцева (Çĕнĕ Пăва), Андрей Данилов, Денис Кучков (Тỹскел), Андрей Кузнецов (Патреккел), Артем Кудряшов (Курнавăш), Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри), Татьяна Титова, Кристина Бахомова (Кĕçĕн Таяпа) тĕрлĕ ви-çере çĕнтерỹçĕсен тата призерсен йышне кĕнĕ.

Кăçалхи турнир уйрăмах сумлă пулнă. Помост çине Европа тата тĕнче чемпионĕсем, спортăн тĕнче класлă мастерĕсем тăнă. Çамрăк спортсменсемшĕн вĕсем — ырă тĕслĕх. Пултаруллисем РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ку ăмăрту хыççăн пăхаттирсем тĕнче чемпионатне хатĕрленме тытăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code