Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыхăнса ĕçлени кирлĕ

Çыхăнса ĕçлени кирлĕ

Район администрацийĕн ларусен залĕнче çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи Дмитрий Михайлов, профилактика субъекчĕсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва комисси председателĕ – райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Ларура пĕлтерĕшлĕ тăватă ыйту пăхса тухрĕç пулин те, унăн тĕп шухăшĕ пĕр темăпа çыхăнчĕ – ачасен çуллахи канăвне тивĕçлипе йĕркелесси. Ку тĕлĕшпе ĕç çулсерен тĕллевлĕ пулса пырать. Кăçал 12 шкул çумĕнчи лагерьсене 601 вĕренекен 21 кун çÿрĕ. Вĕсене канма, сывлăхне çирĕплетме, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма тĕрлĕрен программăсем хатĕрленĕ. Собес урлă тата 80 ача пулĕ лагерьсенче. Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 40 ачана вăхăтлăх ĕçе явăçтарма палăртнă.

Çав вăхăтрах ачасен пысăк йышĕ каникулăн ытларах пайне хăйсен тĕллĕн ирттерет. Вĕсен куллен пĕр ыйту: «Паян мĕн тумалла?». Ыйтăва татса парассинче пĕтĕм профилактика субъекчĕсем пĕр-пĕринпе канашласа, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Вырăнти депутатсем, старостăсем, дружинниксем, обществăлла воспитательсем, тĕрлĕ организацисемпе пĕрлешÿсен хастарĕсем ку тĕлĕшпе пысăк вăй пулса тăраççĕ.

Çулла воспитани ĕçĕн калăпăшĕ чылай ÿсет. Хуласенчен килсе çитнĕ «десанта» шута илсен пушшех.

– Пине яхăн та пуçтарăнать хуласенчи ачасен йышĕ, – терĕ Леонард Васильевич. – Вĕсемпе пĕрлех киревсĕрлĕх те килмессине кам шантарать; Апла пулсан контроле икĕ-виçĕ хут ÿстермелле пирĕн.

Комисси председателĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тăванĕсем патне килнĕ кашни ачана шута илмеллине, вĕсене тĕрлĕ мероприятие явăçтармаллине хушса хăварчĕ. Хăш-пĕрисен çумне вырăнти авторитетлă шкул ачисене, çамрăксене çирĕплетсен те аван.

Районта çула çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăхăнас, преступлени çулне пÿлес тĕлĕшпе, паллах, полици уйрăмĕпе профилактика субъекчĕсем ĕçлемеççĕ мар. Ку енĕпе район хаçачĕпе те туллин усă кураççĕ, тĕрлĕ асăрхану операцийĕсемпе акцисем ирттересси те çирĕп йăлара. Çула çитмен ачасене, уйрăмах учетра тăракансене, йышлă тата тулли мар çемьерисене, спорт секцийĕсемпе кружоксене явăçтарнă.

Канашлура халăхпа куллен ĕçлеме тивĕçлĕ организацисен представителĕсем ачасемпе мĕнле ĕçлесе пынине отчечĕсенче çутатрĕç-ха. Анчах питех те хитрен вуланчĕç вĕсем. Вун-вун цифра мар, конкретлă ĕçсен кăтартăвĕ пĕлтерĕшлĕ паян. Çуллахи тапхăрта культура çурчĕсем, вулавăшсем çĕнĕ ĕç вăхăчĕпе ĕçлени меллĕрех пулма кирлĕ. Кашни ачашăн чăн-чăн кану центрĕ пулса тăччăр вĕсем. Унта чун-кăмăла çывăх киленÿ тупма май пултăр. Урамсемпе урамсен ăмăртуллă конкурсĕсем, вăййисем, спектакль-концерчĕ… «Чĕпĕсене вара кĕркунне шутлăпăр».

Район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси пуçарăвĕпе çулталăк тăршшĕпех каçхи рейдсем йĕркелесси çирĕпленнĕ. Ачасен кану уйăхĕсенче вара профилактика субъекчĕсен ĕçченĕсем уйрăм графикпа тăтăшах пулĕç ялсенче: ăнăçсăр çемьесен лару-тăрăвĕпе, культура учрежденийĕсенче ачасен канăвне мĕнле йĕркеленипе, çамрăксем пуçтарăнма пултаракан вырăнсемпе, хуçасăр çуртсен «шăпипе»… паллашĕç.

Пĕтĕм профилактика субъекчĕсемпе обществăлла организацисем, патшалăх интересĕсене мала хуракан кашни çын пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнлану никĕсĕ çинче ĕçлесен çеç тăнăçлăх çирĕп пулĕ.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code