
Уй-хирте çăкăр çитĕнтерекенсем, ăна тăкаксăр алла илессишĕн ырми-канми вăй хуракан «уй-хир карапĕсен» хуçисем тата ытти механизаторсем, чăннипех, ят-сума тивĕçлĕ. «Комбайн» ЯХПКри Вячеслав Капламов (сăн ỹкерчĕкре) шăпах çавăн пек çынсен шутĕнче. Вăл нумай çул хуçалăх производствинче тỹрĕ кăмăлпа чи яваплă ĕçре тимлет — çăкăр çитĕнтерет. Çакăн пек çынсен тивлетне пула пирĕн сĕтелĕмĕр çăкăр-тăвартан пуян…
Сăмах май, «Комбайн» ЯХПКра тыр-пул çапса тĕшĕлеме 4 комбайн хутшăнать. Пĕр комбайнĕпе, каларăмăр, Вячеслав Капламов. Унпа юнашар Владимир Анисимов, Валерий Андреев тата Анатолий Емильев вăй хураççĕ. Вĕсем те хăйсен ĕçĕнчи чăн ăстасем.

