Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыр-пула çухатусăр алла илесси — тĕп тĕллев

Тыр-пула çухатусăр алла илесси — тĕп тĕллев

Кăçалхи çу уйăхĕсенче тыр-пула ỹссе çитĕнме лайăх условисем пулчĕç. Тĕш тырă тухăçĕ малтанхи çулсенчи рекордлă кăтартуран кая пулмасса агрономсем çирĕплетсех каларĕç.

Анчах юлашки вăхăтра çанталăк «кутăнлашнине» — йĕпе-сапа чăрмантарнине кура, пытармалли çук, вырма ĕçĕсем кал-калах йĕркеленсе пыраймарĕç. Апла пулин те, округри çĕр ĕçченĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха кăçал та çухатусăр алла илессе çирĕппĕн шанса тăраççĕ.

…Ĕнерхи кун тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9943 гектар (42,6 процент) вырнă, 9794 гектарне (вырнин 99 процентне), пурĕ 401586 центнер чухлĕ çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 41 центнерпа танлашать.

Нỹрĕк тырра типĕтме малтанхи кунсенчен тытăнсах сушилкăсемпе усă куракан «Комбайн», «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсенче тата «Яманчурино» ОООра çумăрлă çанталăкра та ĕç пуçĕпех чарăнса тăман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code