Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Счетчик улăштарнă та – «шăнман пăр» çине ларса кайнă

Счетчик улăштарнă та – «шăнман пăр» çине ларса кайнă

Елчĕк районĕнче пурăнакансем «Чувашская энергосбытовая компания» АОн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем патне çине-çинех ыйтупа тухни пурне те шухăшлаттарма тивĕçлĕ.

Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакансем каласа кăтартнă тăрăх, «Региональная энергомонтажная и ремонтная компания» /РЭМРК «Энерго сети»/ организацин представителĕсем, вĕсем, имĕш, «Чувашская энергосбытовая компания» АОпа çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа хальхи вăхăтра электроэнергипе усă курнине шута илекен приборсене çĕнннисемпе улăштарас ĕçе пурнăçлама пикеннĕ. Потребительсем çĕнĕ прибор çине пломба лартма ЧЭСКна ыйтупа тухсан тин ултав çиеле тухнă. Асăннă компани сотрудникĕсем февраль уйăхĕнче анчах ялти 35 çыннăн çуртĕнчи счетчиксене улăштарнă, пулăшу ĕçĕсене пурнăçланăшăн тÿлеме тивĕçлĕ хака вара темиçе хут ÿстерме, çапла майпа ял çыннисене «шăннă пăр» çине лартса яма именмен.

Çакăн йышши тĕслĕхсемпе урăх тĕл пулас мар тесен пурне те тимлĕхе ÿстерме, асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсен, укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне ăнкаракан çынсемпе канашламалла. «Чувашская энергосбытовая компания» обществăпа çеç çыхăнма сĕнетпĕр.

Л.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code