Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç тухăçлăхĕ пысăк технологисенчен, паллах, ĕçлекенсенчен те нумай килет

Ĕç тухăçлăхĕ пысăк технологисенчен, паллах, ĕçлекенсенчен те нумай килет

Владимир Путин,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

«Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производстви пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăчĕ. Раççей аграрийĕсем тунă çитĕнỹсем ăнăçлăхпа çут çанталăкран килмеççĕ. Ку вăл — ĕçре усă куракан пысăк технологисем те, наука тĕпчевĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсене килекен патшалăх пулăшăвĕ те, хăйсен ĕçне парăнса вăй хуракансем те».

Сергей АРТАМОНОВ,
Чăваш Енĕн вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— Техника модернизацийĕн программипе килĕшỹллĕн республикăри аграрисем 2020 çултанпа пĕтĕмпе 4 пин ытла единица техника туяннă. Программа пулăшнине кура халĕ çанталăк кăларса тăратакан çăмăл мар условисенче те ял хуçалăх культурисене пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсене васкатмалли майсем уçăлаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсене агротехникăпа оборудовани туянма кашни çул субсиди уйăраççĕ. Кăçал çак тĕллевпе бюджетра 23 миллион тенкĕ çирĕплетсе хăварнă.

2024 çулта ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшма 41 миллион тенкĕ уйăрнă. 5 хуçалăха пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме — грантсем, чĕр тавар туянма субсидисем патăмăр.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене анчах 22 пин ытла гектар çинчен пухса кĕртекен округри аграрисене уй-хир ĕçĕсене кашни çул кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курни те нумай пулăшать.

Аграрисем ял хуçалăх техникине харпăр хăй укçи-тенкипе, çăмăллăхлă кредитпа тата федераци лизингĕпе те туянаççĕ. Çапла майпа Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх организацийĕсем кăçалхи çак тапхăрта хăрпăр хăй укçи-тенкипе усă курса 103 миллион та 951 пин тенкĕлĕх 25 единица чухлĕ, инвестици кредичĕпе 88 миллион та 632 пин тенкĕлĕх (7 единица), лизинг мелĕпе 3 миллион та 60 пин тенкĕлĕх (1 единица) ял хуçалăх техникине кỹрсе килнĕ. Уйрăмшарăн палăртса калас пулсан, «Яманчурино» ОООра ака комплексĕ, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче хăйсем пухса çитернĕ укçи-тенкĕпе усă курса Беларус-82.3 трактор, «Прогресс» АХОра тĕш тырă пухса кĕртекен АГРОС — 585 комбайн тата погрузчик, «Эмметево» ОООра Беларус 82.1 трактор, «Победа» ОООра экскаватор-погрузчик, сеялка тата улăма вĕтетекен ятарлă техника, «Сатурн» ЯХПКра Беларус-82.1 трактор, «Энтепе» ОООра культиватор, «Рассвет» ЯХПКра Беларус -1523,3, «Урожай» ОООра Беларус-82,3 йышши тракторсем туяннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те хăйсен ял хуçалăх техникин паркĕсене çулсерен пуянлатса пыраççĕ. Аслă Таяпари В.Васильев фермер харпăр хăй укçипе 6 миллион та 650 пин тенкĕ тăракан мобильлĕ сушилка, Д.Александров Беларус 1223.3, А.Галкин Беларус-82.1 йышши тракторсем, А.Филиппов универсаллă погрузчик тата Беларус-82.1 трактор, Б.Головин СБГ-15-2 йышши сцепка, С.Чернов жатка, Д.Паймин Беларус 82.3 трактор, культиваторпа плуг, универсаллă дисклă машина, трактор прицепĕ туянма пултарнă. «Урожай» ОООра кирлĕ ял хуçалăх техникине — ВЕЛЕС йышши дисклă сỹрене лизинг мелĕпе усă курса, «Энтепе» ОООра инвестици кредичĕпе ака комплексĕ, РСМ — 2400 трактор, «Сатурн» ЯХПКра тĕш тырă пухакан АГРОС-595 комбайн, «Яманчурино» ОООра ака комплексĕ, Б.Головин фермер тĕш тырă турттармалли МАЗ-6312с йышши прицеплă автомашина, Юрий Тетмуков фермер Чулпан КС-100 косилка тата Чулпан ЖВ-760 жатка туяннă.

Регион программинчи патшалăх пулăшăвĕпе фермерсемпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсем техника туянса тăкакланă укçа-тенкĕн 50 процентне субсидилеççĕ. Хăмла çитĕнтерекенсене ятарлă техника туянма тăкакланă укçан çуррине саплаштараççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, çавăн пекех çĕр улмипе тата ытти пахча çимĕçпе ĕçлекен хуçалăхсене — 45 процент, ỹсен-тăран енĕпе ĕçлекен аграрисене 35 процент компенсаци параççĕ.

ШУХĂШ

Юрий ТЕТМУКОВ, фермер, Таяпа Энтри ялĕ:

— Хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе янăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Малтанхи тапхăрта, чăннипе калатăп, ĕçлеме йывăрччĕ. Укçи-тенки çитсе пыман, хальхи пек грант, субсиди те паман. Апла пулин те округри мал ĕмĕтлĕ, хăйсен умĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр палăртнă тĕллевсем патне утăмлакан фермерсене кураттăм та вĕсен тĕслĕхне ăса хывма кирлине ăнланма тăрăшаттăм.Тĕрĕссипе каласан, хамăр ялти фермерсен — Анатолий Петровăн, Федор Шадриковăн (шел пулин те пурнăçран ытла ир уйрăлса кайрĕ вăл, унăн ĕçне халĕ Алексей ывăлĕ малалла тăсать) тăрăшулăхне курса çак çăмăл мар ĕçе пикенес туртăм чун-чĕрене канăç памарĕ. Манпа пĕр çулсенче фермер ĕçне пикеннĕ Владимир Галкинпа Валерий Щипцовăн ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарчĕ, паллах.

Çак çулсенче ĕçлеме те хăнăхрăмăр пулĕ. Каялла урăх çул та çук пулĕ тесе шутлатăп. Яваплă ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пыма çемье те нумай пулăшать. Манăн икĕ ывăл. Кулленхи ĕçре пысăк тĕрев параççĕ. Вĕсен курăмлă пулăшăвне кура ĕне выльăхне те хамăр ĕçлеме ĕлкĕрнĕ таранах усратпăр. Ака-суха вĕçленнĕ хыççăн хĕллехи вăхăтра урăх мĕн тумалла? Хресчен (фермер) хуçалăхĕ хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе тимлет. Кăçал тыр-пул лаптăкĕ 287 гектар йышăнчĕ. Кăçалхи пекки сайра пĕрре пулать: вырма чи йывăр условисенче иртрĕ. Апла пулин те ĕçĕн вĕçне тухрăмăр. Пытармастăп, малтан çăкăра алла илеймесрен — вăл хире юласран пăшăрхантăм.

Лаптăксенчи тыр-пула 107 лаша вăйĕпе танлашакан «Чулпан» КС-100 йышши косилкăпа усă курса вырни ĕç тухăçлăхне нумай ỹстерчĕ. Вырма йывăр условисенче иртессе пĕлнĕ пекех ăна эпир кăçал анчах туяннăччĕ. 7 миллион тенкĕ ытла тăракан асăннă хăватлă техникăна çийĕнчех укçа парса туянма, паллах, уйрăм çыншăн йывăра лекнĕ пулĕччĕ. Ку чухне пире инвестици кредичĕ пулăшрĕ.

Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене е ялти пĕчĕк бизнеса пулăшни пире малалла аталанма, хăрамасăр çĕнĕ ĕçсене тытăнма хавхалантарать.

Елчĕк округĕ — цифрăсенче

Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçалхи йывăр çанталăк условийĕнче те 71,5 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнерпа танлашнă. Çапла майпа Елчĕк округĕ пĕтĕмпе тыр-пул туса илессипе те, пĕр гектартан тухăç илессипе те республикăра тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code