Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕрне юратнă ĕçре ирттерет

Ĕмĕрне юратнă ĕçре ирттерет

Çĕрпỹ тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕре — Алина Сурьевăна (унăн хĕр чухнехи хушамачĕ çапла пулнă) ăраскалĕ Елчĕке илсе çитернĕ — Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ Анатолий Кирилловпа çемье çавăрнă вăл.

Кирилловсем — Николай Михайловичпа Тамара Прокопьевна çĕнĕ кине хапăл тусах хăйсен çемйине йышăннă. Апла пулин те Елчĕкре пĕлĕш-тăванĕсем пулманран е малтанласа никама пĕлмен-палламанран-и, аякри районта çуралса ỹснĕ Алина чун-чĕрине вăхăт-вăхăтпа тунсăх пуснине туйнă. Савнă мăшăрĕ, тараватлă хуняшшĕпе хунямăшĕ, мăшăрĕн аппăшĕпе пиччĕшĕ ялан юнашар пулни вара ăна кулленхи пурнăçра хавхалантарса пынă. Çапла майпа çĕнĕ кин çĕнĕ çемьери йăла-йĕркене хăнăхса пынă. Никам хистемесĕрех, хăйĕн чунĕ хушнипе хунямăшĕпе хуняшшĕнчен вĕсене мăшăрĕ пекех «анне», «атте», тесе чĕнме ирĕк ыйтнă. Коля тетепе Тамара аппана хисеплени-çке çакă. Çамрăк мăшăр тĕп килте — ашшĕпе амăшĕпе пĕрле 4 çул пурăннă. Килте калаçнă сăмаха урама кăларман, урамра илтнĕ сăмаха киле илсе кĕмен вĕсем — килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те Алина Юрьевна амăшĕ — Тамара Прокопьевна пирки ыррине анчах аса илет:

— Хăйĕн ĕмĕрне тỹрĕ кăмăлпа тĕп больницăра санитаркăра ĕçлесе ирттернĕ çак çынран эпĕ нумай вĕреннĕ, — тет.

…Алина Кириллован ĕç кĕнеки 1986 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен, районти социаллă хỹтлĕх пайне инспектор пулса ĕçлеме илни çинчен çырса хунинчен пуçланнă. Унтанпа вара сисĕнмесĕрех 38 çул иртнĕ. Самана таппине кура, ытти çĕрти пекех, соцаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен службăра та пĕр хутчен анчах мар реорганизаци ĕçĕсем пулса иртнĕ пулин те Алина Юрьевна хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех çак тытăмра вăй хурать, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе (ача укçи тỹлесси, ĕç ветеранĕсене паракан çăмăллăхсем, вăрçă инваличĕсемпе салтак арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрни…) çыхăннă ĕçĕсене йĕркелессипе тимлет. Çак тапхăрта вăл округра пурăнакан нумай çыннăн ыйтăвне татса пама хутшăннă, ырă канаш-сĕнỹпе те пулăшнă, паллах. Çавăншăн мĕн чухлĕ çынран тав сăмахĕ илтмен пулĕ тата. Хисеплĕ ĕç ветеранĕн ятне тивĕçлĕ пулнă Алина Юрьевна коллективра та пысăк хисепре.

Социаллă хỹтлĕх пайĕнче ĕçлеме тытăнсан Алина Кириллова юридика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Ĕçри ăсталăхĕ те çулсерен ỹссе пынă. Малтан вăл — иккĕмĕш, ун хыççăн пĕрремĕш категорири специалист, ертсе пыракан специалист. 2011 çултанпа — тĕп специалист. Хальхи вăхăтра вăл социаллă контрактсем енĕпе ĕçлекен компетенци уйрăмĕн тĕп специалисчĕ. Сăмах май каласан, контрактсем енĕпе ĕçлекен централизациленĕ компетенци уйрăмĕн тĕп офисĕ Вăрмарта вырнаçнă, ертỹçи — Татьяна Семенова. Алина Кириллова вара шăпах Елчĕк округĕнче пурăнакан пĕчĕк тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансене социаллă контракт мелĕпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тимлет. Унпа пĕрле çак тивĕçе Марина Патшина тата Надежда Горшкова тĕп специалистсем пурнăçлаççĕ.

Халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес тытăмра нумай çỹл ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă Алина Юрьевна хăй суйласа илнĕ ĕçре, туслă коллективра телей тупнине йышăнать. Ертỹçĕсене ятран аса илсе тав тума та манмарĕ. Вĕсем: Лидия Воробьева, Петр Блинов (шел пулин те вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр), Евгения Михайлова, Ирина Аникина, Наталия Николаева. Вĕсемпе яланах ырă та туслă хутшăнура пулнине аса илчĕ вăл. Ырă чунлă хĕрарăм çак вăхăтчен Елчĕкре пурăнса шанчăклă юлташсем те тупнă. Çывăх юлташĕпе тата кумăшĕпе — Любовь Доброхотовăпа ялан пĕрле вĕсем — савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та.

Шел пулин те, юратнă мăшăрĕ Анатолий Николаевич йывăр чире пула пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă. Ашшĕ вилнĕ чухне Дима ывăлĕ студент пулнă, Полина хĕрĕ шкулта анчах вĕреннĕ. Апла пулин те çирĕп чун-чĕреллĕ хĕрарăм йывăрлăхсен умĕнче пуçне усман. Унăн пĕр шухăш анчах пулнă: ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшмалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Кашни кун çакăн пирки ыйтса Турра кĕл тунă вăл. Мĕн ыйтни çитнĕ, пурнăçланнă. Ывăлĕ кооператив институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Хĕрĕ те тăрăшуллă ỹснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен пысăк стипендипе вĕренсе тухнă. Унта вăл экономист специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн магистратурăра вĕреннĕ. Пĕр вăхăт ЧР Ĕçлев министерствинче вăй хунă. Кайран хăйĕн кăмăлĕпе Мускава кайнă, хальхи вăхăтра банк тытăмĕнче вăй хурать. Тỹскел каччипе, шкулта пĕрлех вĕреннĕ Дмитрий Александровпа çемье çавăрнă. Кĕрỹшĕ МЧСра вăй хурать.

Алина Кириллован амăшĕ — Зинаида Николаевна — 86-ра. Тавах Турра, ырă-сывах пурăнать. Ашшĕ — Юрий Дмитриевич, шел пулин те, иртнĕ уйăхсенче пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăр хуйха чăтса ирттерме ăна амăшĕ, ытти çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем çумра пулса йăпатни пулăшать…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code