Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăм-предпринимательсем тĕл пулчĕç

Хĕрарăм-предпринимательсем тĕл пулчĕç

Ноябрĕн 19-мĕшĕ — Раççейри хĕрарăм-предпринимательсен кунĕ. Çак кун Елчĕкри тĕп библиотекăра «Хĕрарăм тата бизнес» темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕмĕр. Сăмах май каласан, «Хĕрарăм — ял управçи» проектпа килĕшỹллĕн куçа-куçăн иртнĕ калаçăва ЧР Экономика министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ хутшăннипе Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ ĕçе кĕртет.

Тĕл пулăва хăйсен бизнесне паянхи пурнăç ыйтакан шайра аталантарассишĕн ăнтăлакан округри хĕрарăм-предпринимательсем хутшăнчĕç.

Паянхи хĕрарăм, ĕлĕкхи пек каласан, кăмака кукринчи кил хуçи хĕрарăмĕ, лайăх мăшăр, лайăх амăшĕ анчах мар, çемье малашлăхĕшĕн тăрăшса укçа-тенкĕ тупакан та. Пуçаруллă хĕрарăмсем пĕр-пĕрне курса тĕрлĕрен бизнес-проектсене ĕçе кĕртеççĕ.

Хĕрарăм-предпринимательсене уяв ячĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова тата округри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева саламларĕç. Марина Николаевна çавăн пекех округăн социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, предпринимательсене муниципалитет аталанăвне тата ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тав турĕ. Май пулнипе усă курса çар çыннисем патне гуманитари пулăшăвне пухса çитерес ĕçе хастар хутшăнакан Наталия Волковăна округ администрацийĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас кăмăллă хĕрарăм-предпринимательсене хавхалантарас тĕллевпе патшалăх енчен çирĕплетнĕ пулăшусем, çĕнĕ бизнес-компетенцисем тата ытти çинчен те чарăнса тăчĕç çавра сĕтел тавра пуçтарăннисем.

Тĕл пулăва Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ шкулти аслă классенче вĕренекенсем те хутшăннине кура округри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева вĕсене çирĕп тĕллевлĕ пулма, тăван ял пуласлăхĕшĕн ырă ĕçсем тума чĕнсе каларĕ.

Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право, ĕçлĕ тата социаллă пĕлтерĕшлĕ информацин уçă центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code