Патшалăх техника тĕрĕслевĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи специалисчĕсем хутшăннипе, шăпах ĕнер, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче акана хутшăнакан тракторсемпе прицепсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Комисси членĕсем хуçалăхра ăна ирттерме яланхи пекех çÿллĕ шайра хатĕрленнине палăртнă. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх техникине /пурĕ 9 единица/ тĕплĕн юсанă, аптечкăсемпе, огнетушительсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсене ĕçлеттерме шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ — механизаторсен ĕçри ăсталăхĕ те пысăк. Пĕр сăмахпа, тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли техника паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр.
Механизаторсемпе водительсен, им-çампа ĕçлекенсен сывлăхĕсене те тĕрĕсленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсен ырă тĕслĕхне курса, районти тĕп больницăн администрацийĕпе калаçса татăлнă хыççăн, медицина тĕрĕслевне кăçал вырăнтах йĕркелени те çынсемшĕн меллĕ пулнă. Май пулнипе усă курса маларах палăртнă ушкăнри ĕçченсем анчах мар, хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакансем пурте медосмотр витĕр тухнă.
…Ака ĕçĕсем кунран-кун çывăхланса пынă май ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕн В.Цыгановăн шухăшĕсене пĕлме те кăсăклă пулчĕ.
— Сирĕн хуçалăхра уй-хир ĕçĕсене пĕлсе йĕркелесе пынине çирĕплетсех калатпăр. Унсăрăн кирек мĕнле çанталăк условийĕнче те пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеймен пулăттăрах. Черетлĕ çур акири ĕç планĕпе паллаштармăр-и?
— Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ çулхи пекех 610 гектар çинче акса хăваратпăр, ÿсен-тăран культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1433 гектар пулĕ. Акăнакан ял хуçалăх культурисен структуринче нумай çул ÿсекен курăксен ани 30 процент йышăнать. Вĕсене кашни 3-4 çултан çĕнетсе пырасси çирĕп йĕркене кĕнĕ.
Белокпа пуян пăрçа культурине те выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă çĕрте усă курма анчах мар, вăрлăхлăх туса илме те вĕренсе çитрĕмĕр ĕнтĕ. Ăна кăçал акса хăварма ытти çулсенчи чухлех вăрлăх хатĕрленĕ — вăл 60 гектар йышăнмалла.
240 гектар çинче акса хăварнă кĕр тыррисем те лайăх хĕл каçнă.
— Кăçал акма хатĕрленĕ вăрлăхăн пахалăхĕ мĕнле? Минераллă удобренисемпе кирлĕ таран усă курма май пур-и?
— Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн акса хăварма кирлĕ чухлĕ пĕтĕм вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ, вăл акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илеймĕн. Çакна асра тытса кашни çул чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă куратпăр.
Паллах, ял хуçалăх культурисен пĕтĕм лаптăкне минераллă удобренисемпе апатлантаратпăр. Ăна малтанах 130 тонна туяннă, çак кунсенче тепĕр 50 тонна кÿрсе килмелле. Вăл кашни гектара вăтамран 110 килограмм тивĕçмелле.
Производствăпа финанс планĕнче черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче ÿсен-тăран культурисене мĕн чухлĕ туса илесси пирки те татăклăнах палăртнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ çулхинчен кая мар /пурĕ 28182 центнер, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 46,2 центнер пулнă/ пухса кĕртме тĕллев илетпĕр. Çакна тĕпе хурса халĕ пĕтĕм вăя ака ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленесси çине яратпăр. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — тесе ахальтен каламан.
— Виктор Валерьевич, акара камсене шанатăр? Ĕç алли çитменни чăрмав кÿмĕ-и?
— Тĕп тивĕçе — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине ĕçре пысăк ăсталăх пухнă Валерий Сергеевпа Сергей Баймушкин механизаторсем хăйсем çине илеççĕ. Михаил Петров çĕр хатĕрлеме, Вячеслав Мясников кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарма хутшăнмалла. Вĕсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларасса пĕлсе тăратпăр. Хальхи вăхăтра уй-хирти ĕçсене пурнăçланă чухне çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курни те ĕç тухăçлăхĕпе хăвăртлăхне нумай ÿстерме пулăшать.
— Çанталăк тăрăх хаклас пулсан, ĕнер ирхине те сывлăшри температура — 20, вырăн-вырăнпа 22 градус сивĕ пулчĕ. Çуркунне çитессĕн те туйăнмасть…
— Çанталăк сивĕ тăрать пулин те, вăхăчĕ васкатать. Кăçал акана тăрук тухмалла пулма пултарасса механизаторсем пĕлсе, кĕтсех тăраççĕ.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Виктор Цыганов тĕп агроном, Алексей Мясников, Михаил Петров, Григорий Сергеев, Валерий Сергеев механизаторсем уй-хире тухма хатĕр.