Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тĕрĕслесех тăрăпăр

Тĕрĕслесех тăрăпăр

Елчĕк район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешмелли саккунсене пăхăннине тĕрĕслесех тăрать.

2017 çулта коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă саккунсене, патшалăх тата муниципалитет службисем çинчен калакан йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май саккуна пăхăнман 48 тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе 28 хирĕçлев, 14 асăрхаттару тăратнă, должноçри 9 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, прокурор йышăнăвĕпе 2 çынна административлă майпа айăпланă, суда 1 тавăç тăратнă.

Хăш-пĕр бюджет учрежденийĕсенче Федерацин «О противодействии коррупции» саккунĕн 13.3 статйин требованийĕсене пăхăнманшăн 3 çынна асăрхаттарнă, дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Саккунсăр муниципаллă нормативлă 18 право актне хирĕçленĕ.

Ку енĕпе тĕрĕслев ĕçĕсем малаллах пыраççĕ.

П.КОКОРЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code