Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аттене кураймарăм

Аттене кураймарăм

Вăрçă. 1941 çулхи июнĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрет. Тăватă çула тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман, вĕсем юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă.

Паттăрла вилĕмпе вилнисен хушшинче манăн аттен – Емельян Васильевич Мешковăн ячĕ те пур. Вăл 1904 çулта çут тĕнчене килнĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1942 çулхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнче тăнă. Малтанах Мари Республикинчи Суслонгер ятлă чукун çул станцийĕнчен аякра мар вырнаçнă çар лагерĕнче вăрçă ĕçне хăнăхнă. Çав вăхăтра унта стрелоксен çĕнĕ дивизине йĕркелес ĕç пынă. Дивизи 1942 çулхи июнь уйăхĕнче Калугăпа Орел хулисем хушшинчи фронт линине çитсе позици йышăннă, нимĕçсен лайăх хĕç-пăшалланнă çарĕпе çапăçăва кĕнĕ. Вăраха тăсăлнă питĕ хĕрÿ çапăçусем пулнă кунта. Тан мар хирĕç тăрура пирĕн çарсем пысăк çухатусем тÿснĕ. Атте çак юнлă çапăçусенче 1942 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче пуçне хунă, ăна Мызино ялĕн масарне пытарнă. Вăрçă хирĕнче 3 уйăх çурă пулма ĕлкĕрнĕ вăл. 1950 çулта хĕрлĕ армеецсен юлашкийĕсене çакă тата ытти пĕчĕк ялсенчи масарсенчен Озерное ятлă ял варринчи тăванла масара куçарнă. Хальхи вăхăтра çак ялсем Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнче вырнаçни паллă.

Эпĕ, çемьери пиллĕкмĕш ача, атте вăрçа тухса кайнă хыççăн сакăр уйăхран, 1943 çулхи февраль уйăхĕнче кун çути курнă. Кÿршĕре пурăнакан Тарье аппа килтех çураттарнă аннене.

1963 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче совет çарĕн ретне тăтăм. Германире 3 çул та 3 уйăх служба тивĕçне пурнăçларăм.

Шел, аттен сăн ÿкерчĕкĕ çук. Çапах та унăн хушамачĕпе ятне çырса хунă рамăна йăтса эпĕ çулсерен «Вилĕмсĕр полк» акцие пур кăмăлпа хутшăнатăп.

В.МЕШКОВ.
Аслă Елчĕк.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Мешков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code