Республикăра пурăнакан халăх сывлăхне упрас тата туберкулеза хирĕç кĕрешес тĕллевпе пирĕн районта та мартăн 24-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 24-мĕшĕччен «Салтак тÿми» уйăхлăх иртет.
Ăна халăха чир пирки тĕплĕн каласа парас, вăхăтра тĕрĕсленме, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çак тапхăрта кашниех тухтăр патне çитсе тĕрĕсленме пултарать. Пурне те флюорографи тăваççĕ, фтизиатр тухтăр тата ытти специалистсем сĕнÿ-канаш параççĕ. Акци вăхăтĕнче çын сурчăкне /мокрота/ тĕрĕслеççĕ.
Флюорографи пулăшнипе çеç кăкăр кăшкарĕнчи органсен тĕрлĕ чир-чĕрне палăртма пулать. Вăлах чирĕн малтанхи паллисене тĕрĕс кăтартать. Çакă туберкулезпа чирлессине чакарма май парать. Хăш-пĕр хуçалăхсен, предприятисен, учрежденисен ертÿçисем флюорографипе тĕрĕсленин пĕлтерĕшне хакламаççĕ. Выльăх пăхакансем, механизаторсем сывлăхне тăтăшах тĕрĕслеттермеççĕ. Халăхăн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмаллах.
Аса илтеретĕп, республикăра туберкулезпа чирлекенсен йышĕ сахалланса пырать. Çак чирпе вилесси 3 хут чакнă. Çапах та унран асăрханмалла. Пĕлтĕр районта туберкулезпа 20 çын чирленĕ.
Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр врач.