Натали тĕрĕ тĕрлет.
Кам валли
Çав тери хитрелетет
Натали?
Петĕр Хусанкайăн «Наталийĕ» пирки иккĕленỹ çук. Ĕлĕкрех Наталисем тĕрлĕ çиппе ăсталанă чуна илĕртекен тĕрĕсем кашни пỹрте илем кỹнĕ. Вĕсене 7-8 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. Качча тухиччен тупра хатĕрлесе çитермелле пулнă. Тĕп сумлă парнене — пулас мăшăрĕ валли хатĕрленĕ кĕпене уйрăмах тĕплĕ тĕрленĕ.
Авалхи чăваш тĕрри кăткăс та, асамлă та. Унти кашни фигурăра хăйне евĕр пĕлтерĕш, шухăш — ăнкарма кăна пĕл. Чун туртăмĕсĕр вăл яваплăха кỹлĕнмĕн те, мĕншĕн тесен ăсталăх çумне пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Тĕрчĕ шучĕпе палăртнă ĕçе калăплама пачах çăмăл мар-тăр çав. Хĕр упраç хăйĕн пушă вăхăтне тата улахри каçсене усăсăр ирттермен — тĕрлессипе çыхăнтарнă.
Районта аваллăхри чăваш тĕрĕ ỹнерне малашлăха тăсма талпăнакансем пурри шанăçлăх çуратать. Валентина Вастулова (Аслă Елчĕк), Авелина Сорокина (Кивĕ Эйпеç), Алевтина Ивановăпа Наталия Муллина (Кĕçĕн Таяпа), Светлана Прохорова (Курнавăш) тĕрĕ тĕнчинче хăйсен канăçлăхне тупнă. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева ỹнер тĕрлĕхĕн анлăшĕнче тĕрĕ вăрттăнлăхне те вĕрентет ачасене. Анчах, хăй каланă тăрăх, выпускниксенчен пĕри те асăннă илемлĕхпе кун-çулне çыхăнтарман.
Совет саманинче чăваш хутлăхĕнче анлă сарăлнă çĕвĕ — хĕрес, яка тĕрĕ (тултарса тĕрлесси). Ку мелсене ентешсем ют çĕрсенче ĕçленĕрен «тупса» килнĕ.
Юрĕ, ĕлĕкхи чăваш тĕррин техникине пурте парăнтараймĕç .Пирĕн аннесен, аппасен çав яка тĕррине вара кашни хĕр-пике пултармалла. Юрла-юрла эрешле тунсăха пусаракан, чунра савăк туйăм çуратакан хавхаланура!
Ялсенчи 15-17 çулхи Наталисем тĕрĕ тĕрлеççĕ-ши паян? Тỹрех хуравлăпăр: çукпа пĕрех. Сăлтавĕ аслисенче — вĕсен амăшĕсем хăй вăхăтĕнче çак илемлĕх патне чунĕсене уçман. Эппин, ăрусен çыхăнăвĕ татăлнă тĕрĕ ỹнерĕнче.
Шкулсенче ачасене ал ĕçне вĕрентес, хăнăхтарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ, тĕрлĕ çĕнĕлĕхе вăя кĕртеççĕ. Тĕрĕ-эреш искусствине те тĕпе хурсан питĕ аванччĕ. Йĕппе тĕрлĕ çип çыхăнăвĕ тĕрĕре те никĕслентĕр, нихăçан ан татăлтăр…
Н.МАЛЫШКИН.