Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă политикăри тĕп ĕç — инвалида хÿтĕлесси

Социаллă политикăри тĕп ĕç — инвалида хÿтĕлесси

Инвалид çынсене ĕç вырăнĕ тупма çăмăлах мар.

Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи малтанах, сывлăх тĕлĕшĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнăран, вăл хăй малтан суйласа илнĕ профессипе е специальноçпа ĕçе пикенме пултараймасть. Вĕсенчен кашнийĕ пĕчĕк квалификациллĕ ĕçре вăй хума килĕшмест те. Çитменнине, яллă вырăнсенче вĕсем транспортпа усă курассинче те пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ сусăр çынсене килте тунсăхласа ларасран вĕсене тивĕçтерекен тата вăй танçи ĕç тупса парасси пулса тăрать. Специалистсем инвалидсене яланах пулăшма, ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме хатĕр. Ĕçлеме пултаракан çулсенчи инвалидсем çинчен электронлă банкра тĕплĕн пĕлме пулнăран, вĕсемпе кашнийĕнпе уйрăммăн хутшăнмалли майсем анлăланса пыраççĕ. Инвалидсене пулăшма патшалăх шайĕнче йышăннă мерăсен хисепне вĕсене ĕçе вырнаçтарма квотăсем çирĕплетни, ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсем туса пани, вăхăтшăн кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ специальноçсене алла илме пулăшасси кĕреççĕ.

Елчĕк районĕнче хальхи вăхăтра ĕçлеме пултаракан 563 инвалид пурăнать. Çак хисепрен 134-шĕ районти предприятисенче вăй хурать. Пирĕн тĕллев — ыттисем мĕншĕн ĕçлеменнине пĕлесси. Вĕсене ĕçе вырнаçма, професси пĕлĕвĕ илме пулăшмалла, профориентаци ĕçĕсене йĕркелемелле мар-и; Мĕнле ĕçе кăмăллаççĕ; Анкета ыйтăвĕсем çине инвалидсем хăйсем анчах тĕрĕс, татăклă хуравсем пама пултарĕç.

Ĕç вырăнĕсене квотăлани те йывăрлăхсенчен тухма май парать. Хальхи вăхăтра 100 çын ытла ĕçлекен коллективсенче инвалидсем 2 процент, 35 çынран пуçласа 100 çын таран тăрăшакан коллективсенче 1,5 процент пулмалла. Районта инвалидсене квотăпа ĕçе илессине 15 организацире йĕркеленĕ, вĕсем валли пурĕ 23 ĕç вырăнĕ тупса панă. «Чăваш Республикинче ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, 22 инвалида ĕçе вырнаçтарнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр район администрацине сусăр çынсене ĕçе вырнаçтармалли комплекслă программăна хатĕрлес тĕллевпе пуçарупа тухнă. «Çул-йĕр картти» вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса инвалидсем валли хушма ĕç вырăнĕсем туса пама май панă.

Хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе ярас тĕллевлĕ граждансене патшалăхран каялла тавăрса памалла мар 58880 тенкĕ субсиди уйăрса параççĕ. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса 2017 çулта районта пурăнакан пĕр инвалид предприниматель ĕçне йĕркелесе янă.

Хальхи вăхăтра тепĕр программа ĕçе кĕрет. Ку чухне инвалид çынна çамрăкранах професси пĕлĕвĕ илме пулăшнипе пĕрлех малашне ĕçе вырнаçтарассине те тĕп вырăна хураççĕ. Çапла майпа сусăр çын предприятири пысăк опытлă наставник ертсе пынипе çĕнĕ ĕç вырăнне хăнăхать, хушма пĕлÿ, ăсталăх пухать.

Инвалидсем хушшинче те пултаруллă, тăрăшуллă çынсем сахаллăн мар. Вĕсем нумай ĕçе хăнăхма, ăна ыттисем пекех пысăк ăсталăхпа пурнăçлама пултараççĕ. Обществăпа влаçăн тĕллевĕ вара вĕсен çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшасси пулса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code