Юлашки вăхăтра, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынă май, библиотекăсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатрĕç, кĕнеке вулакансен йышĕ чакнă тенине час-часах илтме пулать. Çапла, паян килтен тухмасăрах кăмăла каякан кĕнеке, хаçат-журнал вулама пулать. Пурнăç куç умĕнчех улшăнса пыни аван, çапах кĕнекене алла тытса вуланинчен пахи нимĕн те çук.
Аса илер-ха иртнĕ ĕмĕрти ял библиотекисене. Ача-пăча хĕвĕшетчĕ. Çамрăксемпе ватăсем те тухма пĕлместчĕç унтан. Кĕнеке вулама юрататчĕ ял çынни. Писательсемпе, ĕç паттăрĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене, уявсене, культура мероприятийĕсене халăх йышлă пухăнатчĕ. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхере пурăнатчĕ библиотекарь. Кам пĕлмест пулĕ И.Блинова, Л.Викторова, А.Григорьева, И.Ермакова, Н.Захарова, Т.Захарова, Л.Иванова, Е.Кантеев, З.Карамаликова, Г.Лисицын, Л.Палашкина, А.Мазюкина, М.Михеева, З.Портнова, Л.Сайкина, А.Салабайкина, Н.Смирнов, В.Степанов, Л.Федорова, Ф.Чернов ĕç ветеранĕсене. Вĕсем чăннипех те ялти пуян та анлă тавра курăмлă интеллигентсем пулнипе палăрнă.
Аслă ăрури çынсем паян та библиотекăна пысăк хавхаланупа çÿреççĕ. Вĕсем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр эпир.
Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле тенĕ евĕр, ĕçтешсем те пĕр пек мар. Пĕрисем çав тери малта, теприсем хăйсене ыттисем асăрхами пулмаллах хыçала тăрса юлаççĕ. Курăмлă аталанусăр пĕр çĕрте тапăртатса тăракан, общество ĕçĕнчен аякка пăрăнакан библиотекарьшĕн пуласлăх çукки куçкĕрет. Паянхи вулакан питĕ çирĕп ыйтать, нумай пĕлет. Çавăнпа та пурнăç таппипе тан пыман библиотекарĕн пуласлăхĕ çук. Çĕнĕлĕх пиртен ыйтса тăмасть. Вăхăт çитсен алăка хирсех кĕрет. Ятарлă вăтам е аслă пĕлÿ илнĕ библиотекарьсем çамрăксем хушшинче çукпа пĕрех. Пĕр-пĕр ваканси пулсан кам кăна килмест ĕçе кĕме. Çакă пĕтерет те професси пахалăхне, ят-сумне. Иртнĕ ĕмĕрте вăтам шкултан вĕренсе тухнисенчен пĕр-иккĕшĕ аслă шкула, виççĕ-тăваттăшĕ техникумсемпе училищĕсене вĕренме кĕнĕ. Халĕ вара класĕпех аслă шкул пĕтереççĕ те, ĕçсĕр юристсемпе экономистсен шутне ÿстерсе çÿреççĕ. «Ăшă» вырăн шыраса ĕмĕрне ирттерекенсем те çук мар. Çавна май кăçал вăтам шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсене культура институчĕсене кайма сĕнесшĕн. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалистсем ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе пырĕç.
Хисеплĕ вулакансемпе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсене професси уявĕпе саламлатпăр.
Л.ЗАЙЦЕВА.