фРайон администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине пĕтĕмлетсе хак панă май çак шухăша ытахальтен мар уйрăммăн палăртса каларĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе Елчĕк район администрацийĕ хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿ-плана хальхинче те, ытти çулсенчи пекех, туллин пурнăçлама пултарнинче, паллах, уй-хир хуçин тивлечĕ, вăл чун-чĕрипе парăнса пурнăçланă пысăк пахалăхлă ĕç тĕп вырăнта тăрать. Унсăр пуçне, пирĕн район çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене яланхи пекех республикăра пуринчен маларах вĕçлеме те пултарнă. Ир акнă вăрлăх вара сая кайманнине тыр-пул ăстисем лайăх ăнланаççĕ.
…Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе комисси членĕсем уй-хирсене темиçе кун тухса калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслерĕç. Тĕрĕслевĕн татăклă хаклавĕ — çирĕплетнĕ условипе килĕшÿллĕн çĕнтерÿçĕсене палăртасси — ыран, районти Акатуй уявĕнче иртет. Апла пулин те пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл — пурин куçĕ умĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çур акире пурĕ 21770 гектар йышăнакан тĕш тырă культурисене, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн палăртнă вăхăтра акса хăварнă. Ытларах çăкăрлă пулас тĕллевпе çак лаптăксене кăçал «Прогресс» АХОра тата 300 гектар, «Нива» агрофирма» ОООра — 162, «Яманчурино» ОООра — 70, «Энтепе», «АСК-Яльчики» ОООсенче — 30-шар, «Рассвет» ЯХПКра 15 гектар ÿстернĕ. Кĕçĕн Таяпари Борис Головин, Аслă Таяпари Тамара Васильева, Таяпа Энтринчи Юрий Тетмуков фермерсем те хăйсен умне çирĕпрех тĕллевсем илеççĕ — акăнакан лаптăксене анлăлатсах пыраççĕ. Пусă çаврăнăшне тивĕçлипе йĕркелесе пырассипе çĕр пулăхне ÿстересине тĕпе хурса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене ытларах лаптăксенче çитĕнтерессине мала хураççĕ. Ку чухне вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ÿсет, ял хуçалăх техникине тивĕçекен ĕç калăпăшне те нормăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма май пулать. Çакна асра тытса «Прогресс» АХОра вĕсене кашни çул — 1000, «Комбайн» ЯХПКра 600 гектартан кая мар акса çитĕнтереççĕ. Кĕркуннерен çирĕп вăй илсе юлнă вĕсен анлă уй-хирĕсенчи калчасем шыв пек пĕр тикĕс, парка ешернине хальхинче те аякранах курма пулать. «Яманчурино», «Эмметево», «АСК-Яльчики» ОООсенче, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, Курнавăшри Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те кĕр тыррисене май пур таран ытларах лаптăксенче акса хăварма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен чылай чухне июлĕн 12-мĕшĕ — Питрав тĕлне, çуртрисем пиçсе çитме ĕлкĕриччен, кĕр тыррисене вырма тухаççĕ.
«Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ иртнĕ çулхи чухлех — 646 гектар. «АСК-Яльчики», «Нива» агрофирма», «Клевер» ОООсенче пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕре çирĕп тытса пыраççĕ — кашни çул тухăçлă çĕр улми туса илме пултараççĕ. «АСК-Яльчики» ОООра чылай çул каяллах çĕр улмин таса — оригинал вăрлăхĕсене туса илеççĕ. Çакă пĕр çулта пулакан ĕç те мар, ун валли нумай вăхăт кирлĕ. Малтанласа çĕр улмин мини-çимĕçĕсене туянмалла, вĕсене ятарласа уйăрнă лаптăкра лартса ÿстермелле. Хальхи вăхăтра «АСК-Яльчики» мини-çимĕçсене те вырăнтах туса илме пултарать. Иртнĕ çул кунта селекципе вăрлăх центрне туса хунă.
Ял хуçалăх организацийĕсем çĕр пулăхне пуянлатма пулăшакан культурăсене те /рапс, çу çарăкĕ/ 980 гектар, иртнĕ çулхинчен икĕ хута яхăн ытларах, акса хăварнă. Пахча çимĕç лаптăкĕсем те пĕри тепринчен илемлĕн, ÿкерчĕк çинчи пек курăнса лараççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Таяпа Энтринчи Алексей Шадриков, Анатолий Петров, Юрий Тетмуков, Владимир Галкин, Валерий Щипцов, Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев, Николай Светлов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 5 уйăхри кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Ун пирки — уйрăм материал.
Светлана АРХИПОВА.