Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывăн турачĕ çук

Шывăн турачĕ çук

Шăрăх кунсенче шыва кĕнĕ чухне асăрханусăр пулнăран, ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕ çителĕклĕ пулманран ачасемпе инкексем сиксе тухаççĕ.

Регионта ăшă çанталăк пуçланнă хыççăн ачасем шывра куракан хăрушлăх ÿссе кайрĕ. Уйрăмах пĕчĕк ачасем путнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Инкексем ытларах пепкисене ашшĕ-амăшĕ пăхса тăманран тата ача-пăча шывра ишме пĕлменрен сиксе тухаççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне хăйсем пурăнакан вырăнтан инçе выляма хушмаççĕ, çапах ача-пăча аслисене итлет-и? Çула çитмен ачасем вилнĕ тĕслĕхсем ытларах шыве кĕме палăртман вырăнсенче пулса иртнĕ. Кану вырăнĕ тесе палăртман вырăнта, паллах, çăлав службисем те çук.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ тепĕр хут аса илтерет: ачасем кану кунĕсене ăçта ирттернине пĕлсех тăрăр, çырма, кÿлĕ хĕррине каймалла маррине асăрхаттарăр, пĕр минутлăха та хăвăрăн тимлĕхĕсĕр ан хăварăр. Енчен те çырма-çатра, кÿлĕ хĕррисенче аслисемсĕр çÿрекен ача-пăчана асăрхасан правăна сыхлакан органсене пĕлтерĕр. Астăвăр, шыв çăмăлттайлăха каçармасть.

Г.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code