Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Активлă агитаци тапхăрĕ пуçланчĕ

Активлă агитаци тапхăрĕ пуçланчĕ

Суйлав умĕнхи кампани черетлĕ тапхăра куçрĕ — регионсенче суйлавçăсемпе ĕçлесси вăй илчĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пулас текен кандидатсем хăйсен кандидатурине ырласа алă пуснă хутсене тĕрĕслемелли тапхăр витĕр ăнăçлă тухнă. Патшалăх пуçлăхне суйланас текен 8 кандидат юлнă.

Вĕсен пысăк пайĕ регионсене çитме васкать. Чăваш Республикине хальлĕхе пĕр кандидат та çитеймен-ха. Сахал вăхăт юлнине кура вĕсем пур регионта та пуласси иккĕленỹллĕ. Регионсенче ĕçлекенсен пулăшăвĕ вырăнлă — штабсен туратланнă çыхăнăвĕсемпе агитаторсем тĕп вăй пулса тăраççĕ. Ертỹçĕ пулас текенсен тĕп тĕллевĕ — халăха хăйсен программисемпе, çĕршыв пуласлăхне мĕнле курнипе паллаштарасси. Чăваш Енре ку енĕпе лăпкă-ха. Республикăра хальлĕхе виçĕ кандидатшăн — Павел Грудининшăн, Владимир Жириновскишĕн тата Владимир Путиншăн — вырнаçтарнă агитациллĕ тулаш рекламăсене курма пулать. Жириновскин тулаш реклами маларах асăннă икĕ кандидатăннинчен темиçе хут пысăкрах. Грудинин майлисем пичет продукцине салатаççĕ, анчах та массăлăхпа активлăх палăрсах каймасть. Григорий Явлинскипе Борис Титовăн активлăхĕ туйăнмасть. Борис Титов штабĕнче хальлĕхе регионти ертỹçĕне палăртасса кĕтеççĕ. Ытти кандидатсем пуррине халăх анчах мар, политиксем те туйсах каймаççĕ-ха.

Çĕршывăн ертỹçин тивĕçне пурнăçлакан Владимир Путин суйлавçăсемпе тĕл пулма хăйĕн шаннă çыннисен корпусне йĕркеленĕ. Саккун ирĕк паракан вырăнсенче халăхăн пысăк пайĕпе уйрăммăн тĕл пулма сĕннĕ вăл шаннă çыннисене. Пирĕн республикăра Владимир Путинăн шаннă çыннисем виççĕн. Вĕсем кашниех суйлавçăсемпе тĕл пулусем йĕркелес ĕçе пуçăннă. Николай Казаков тата Елена Барсукова промышленность предприятийĕн коллективĕпе, Владимир Иванов патшалăх шутне кĕмен медицина учрежденийĕн персоналĕпе тĕл пулнă. Путинăн шаннă çыннисем халăхпа курнăçнă май политика темине хускатмаççĕ, çĕршыв, республика, хула пуласлăхĕ пирки сăмах пуçараççĕ, вĕрентĕве, культурăна, медицинăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçаççĕ. Шăпах çапла тума сĕннĕ те Владимир Путин вĕсене. Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене те асăрхамасăр хăвармалла маррине палăртнă. Сĕнỹсемпе ыйтусем тỹрех кандидатăн тĕп штабне çитĕç.

Пысăк яваплăх илнĕ çынсем тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, кашнийĕн графикĕнче — тĕрлĕ коллективсенчи тата муниципалитет районĕсенчи вуншар тĕл пулу.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code