Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ занятире

Черетлĕ занятире

Елчĕкри правăпа социаллă пулăшу консультаци центрĕнче «Доступная среда» программăпа килĕшÿллĕн черетлĕ заняти иртнĕ.

Унта «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн» вырăнти уйрăмĕн членĕсем – район прокурорĕн çумĕ В.Путяков, А.Воробьев адвокат районти тĕп библиотека çумĕнчи «Шурă туя» клуб членĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ, «Сусăр çынсен прависем» темăпа тухса калаçнă. Право пĕлĕвĕ паракансем кашни çын, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах пулнине пăхмасăр, обществăра тулли праваллă çынсем пулмаллине ăнлантарса панă, япăх куракансен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.

Мероприятие Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи куç курманнисен обществин председателĕ Г.Михайлов, секретарĕ В.Смирнов, халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Аникина хутшăннă.

Библиотекарьсем «Пирĕн пурнăç» журнал тăрăх презентаци хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code