Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Яндекс.Шкул» чĕнет

«Яндекс.Шкул» чĕнет

Чăваш Ен ачисене «Яндекс.Шкула» йыхравлаççĕ. Шкул 9-14 сехетсенче ĕçлет, тăхтавсем те пулĕç.

Шкул 15 предметпа видеоуроксем сĕнет. Республикăри 801 учительпе 10175 вĕренекен «Яндекс. Учебник» сервиспа усă курать ĕнтĕ. Онлайн-шкула Яндекс педагогсен ăсталăхĕн центрĕпе пĕрле хута янă. Çапла майпа тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем килтен тухмасăрах пĕлÿ илме пултараççĕ. Вĕренÿ валли интернета кĕрекен компьютер тата смартфон кирлĕ. 9-мĕш тата 11-мĕш классем валли экзаменсене хатĕрленмешкĕн хушма занятисем иртеççĕ. Уроксене архивра тупса та курма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code