Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул çинче асăрхан!

Çул çинче асăрхан!

Хальхи вăхăтра çул пăрлак. Çавна май водительсене лару-тăрăва кура хăвăртлăх виçине пăхăнма, çуран çÿрекенсене тимлĕ пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме тата упрама ыйтас килет.

Çул урлă çуран каçмалли вырăнта уйрăмах асăрханар. Водительсене хăвăртлăх виçине самай маларах чакарса çул урлă каçакансене чăрмавсăр ирттерме тивĕç. Иккĕмĕшĕсен те çул çине ура ярса пуссан асăрхануллă пулмалла.

Тĕттĕм вăхăтра çуран çÿрекенсен тумтирĕ çинче автомобиль фарин çути ÿксен хирĕç çутатакан хатĕрсем çирĕплетмелле, вĕсем çĕрлехи вăхăтра хирĕç килекен çынна аякранах курма май параççĕ.

Тимлĕх пирки пĕр самант та манар мар, çакă пирĕн пурнăçа тата сывлăха упраса хăварнине асрах тытар.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code