Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туслăх çирĕплентĕр куллен

Туслăх çирĕплентĕр куллен

34 çул каялла, 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Афганистан çĕрĕ çинчен юлашки совет салтакĕсене илсе тухнă. Вунă çула яхăн кỹршĕ çĕршыври халăхсен малашлăхĕшĕн, телейĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă вăрçăра вĕсем хăйсене шеллемен. Паян афган вăрçин ветеранĕсем çамрăк мар ĕнтĕ — асаттесемпе кукаçисен шутĕнче. Вĕсен асĕнче мĕн чухлĕ тус-юлташĕ ĕмĕр çамрăк тăрса юлчĕç. Салтаксем хăйсен юнĕсемпе сăрт-тусене хĕретрĕç, сывлăхĕсене хавшатрĕç.

Округри «афганецсемпе» йăлана кĕнĕ тĕл пулу тĕп библиотекăра иртнĕрен, унта «Вĕсем çĕршыва хỹтĕленĕ» ятарлă курав хатĕрленĕ. Аслă Аттелĕх, афган, Çурçĕр Кавказ вăрçисене сăнлакан кĕнеке-журнал, сăн ỹкерчĕксем, цифрăсем чăнлăха туллин уçса параççĕ. Халĕ тата, авă, Украинăри нацистсем мирлĕ халăха пусмăрлани куç кĕретех. Раççей халăхĕ тата унăн çарĕсем унашкал пулăмпа лăпланса ларма пултараймаççех. Тăшман пирĕн çĕр çине кĕнĕ — ăна хỹтĕлемеллех. Хĕç-пăшаллă хирĕç тăру унта та, шел, çухатусăр иртмест. Тĕрлĕ вăрçăра пуçĕсене хунă тата мирлĕ тапхăрта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ентешсене асăнса шăп тăнă хыççăн ĕнерхи çар çыннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Тĕл пулăва Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хутшăнчĕç.

— Вăхăт сире суйласа илнĕ. Интернационалла тивĕçе эсир чыслăн пурнăçланă, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Леонард Васильевич. — Ун чухне туптаннă туслăха паян та çирĕп тытса пыратăр, çарпа патриотла мероприятисене хастар хутшăнатăр, пуçĕсене хунă ентешсене асăнса çулсерен спорт ăмăртăвĕсем ирттеретĕр. Хальхи тапхăрта пирĕн пурин те тата та туслă, вăйлă пулмалла.

Леонард Левыйпа хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен районти канашĕн председателĕ Петр Анисимов воин-интернационалистсен пĕр ушкăнне асăну медалĕсемпе чысларĕç.

Мероприятие «çавра сĕтел» майĕпе йĕркеленĕрен, унта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен специалистсене те йыхравланă. Округри тĕп больницăн терапевт тухтăрĕ Убайдулла Бекмуратов, РФ Пенси фончĕн Елчĕк округĕнчи клиент службин ертỹçи Владимир Егоров, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Наталия Николаева ветерансен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç. Евдокия Егоровăпа Иван Шурбинăн юрă саламĕсем те пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Шухăшăм вĕçленĕвĕнче çакна пĕлтересшĕн: нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕкри «Улăп» ФОКра хĕрỹ точкăсенче пулнă республикăри ветерансен тата вĕсен çемйисен VIII спорт фестивалĕ иртет.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code