Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕнче

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Юнкун Чăваш Енре, çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Пирĕн тăрăхра Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова пулнă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа вĕсем Елчĕкри вăтам шкул коллективĕпе тата тĕп вулавăшра округри «афганецсемпе» тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыру тавра пынă. Çавна май патриотла ĕçе вăйлатас, ачасене вĕренỹпе воспитани парас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. Çул-йĕр проблеми тăтăшах калаçтарать те, çавăнпа ăна пăхса тăрас енĕпе контрактсене мĕнле пурнăçланипе те паллаштарнă тĕл пулусенче.

Информаци кунне хутшăннă ертỹçĕсем граждансене уйрăм ыйтусемпе те йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code