Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Административлă комисси ларăвĕ

Административлă комисси ларăвĕ

Район администрацийĕнче административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе тата ку тĕлĕшри лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртрĕ.

Ăна комисси председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ. Комисси йышне обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсене, пурĕ 9 çынна, çирĕплетнĕ.

Лару ĕçне хутшăннисемпе пĕрле кун йĕркинчи тăватă ыйтăва сỹтсе явнă. Административлă комиссин 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетесси тата 2018 çулта пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетесси те çак шута кĕнĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code