Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хыпарĕсем

Уй-хир хыпарĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă сводкăран çакă курăнать: августăн 26-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3524 тонна (70 процент) утă, 49503 тонна (130 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа (22621 гектар) пăхнинчен 7820,4 гектар çулнă, çав шутран 7560,35 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 38,5 центнерпа танлашать. «Урожай» ОООра кĕрхи рапс акассине вĕçленĕ пулсан, урăх пĕр хуçалăх та кĕр акине пуçăнман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code