Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнлантару ĕçне – мала

Ăнлантару ĕçне – мала

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта хăш-пĕр ыйтусене тишкерсе хак пачĕç.

Улшăнусем чылай

Вĕсем вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Çакă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый каласа панинчен паллă пулчĕ. Чăн та, районти вĕренÿпе хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче «Хальхи шкул», «Малашлăх вĕрентекенĕ» тата ытти наци проекчĕсене тĕпе хурса çĕнĕлĕхсене анлă çул параççĕ. Спорт залĕсене юсасси те çак тĕллевпех çыхăннă. Иртнĕ çул кăна Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 1 миллион, «Улăп» ФОКра 2 млн та 751 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Елчĕкри ачасен искусство шкулне /10 млн та 125 пин/ вара тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, музыка инструменчĕсемпе те пуянланнă вăл. Вĕрен, ан ÿркен çеç.

Пытармалли çук, ачасен шучĕ çулсерен чакса пырать. Çавна май ирĕксĕрех шкула хупас ыйту сиксе тухать. Тĕллевлĕ политика мар ку, пурнăç требованийĕ. Ара, 20 е 30 ачаллă шкула епле тытса тăрăн. Çулталăкра унта пĕр ача пуçне 100 пин тенкĕ ытла тăкаклама тивет пулсан, Елчĕк шкулĕпе, калăпăр, 58 пин. Пуян пурлăхпа техника бази, пысăк квалификациллĕ педагогсем, йышлă ачасемлĕ классем пулсан вĕренме е вĕрентме интереслĕрех те мар-и; Тивĕçлĕ кăтарту та нумай кĕттермест: 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче, акă, район регион шайĕнчи предмет олимпиадисенче тухăçлăх /39,13 процент/ енчен 1-мĕш вырăн йышăннă.

Пысăкрах шкулсене робототехникăпа /1 млн та 647 пин тенкĕлĕх/ тивĕçтерни те малашлăха çул уçни. Елчĕкпе Лаш Таяпа шкулĕсем хыççăн кăçал Аслă Елчĕксем те «Ÿсĕм вырăнĕ» проекта ĕçе кĕртĕç.

Ачасене хушма пĕлÿ /78 процент/ парасси те тĕп ыйтусен шутĕнче. Çапах та кунта та çĕнĕлĕх пур. Унчченхи пек журнал çине çырса хунипе çырлахма çук – пĕтĕмпех электронлă майпа, системăллă йĕркелеççĕ…

Профилактика ĕçĕн витĕмĕ кирлĕ

Хаçатра коронавирус пирки пĕр хутчен мар çырнă-ха, çапах та Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Светлана Петрянкина çак ыйтупах тухса калаçни витĕмлĕ те пулчĕ. Пирĕн патăмăрта та чан çапма вăхăт çитме пултарĕ, шÿт мар, 70-е яхăн çĕршыва «ярса илнĕ» те çак инфекци.

Тĕрĕссипе кăткăслăх та çук, грипран хÿтĕленмелли меслетсемпех усă курмалла. Аса илтерни вара ытлашши те пулмĕ: алăсене тăтăшах супăньпе çумалла, маскăна 2-3 сехетрен улăштармалла, шĕвек нумай ĕçмелле, пÿлĕме уçăлтармалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

Хăрушă инфекцие хирĕçле профилактика мероприятийĕсене управленин территори уйрăмĕн специалисчĕсем халĕ çине тăрса йĕркелеççĕ. Халăх йышлă пулакан вырăнсенче – автостанцисенче, культурăпа спорт учрежденийĕсенче, нумай функциллĕ центрсенче, çыхăну уйрăмĕсенче, апатланупа суту-илÿ предприятийĕсенче дезинфекци ĕçне пуçарни чиртен сыхланма пулăшĕ. Çакна кашни ĕç коллективĕнчех вырăнти вăйпа пурнăçлама май пур.

Асăрхав мероприятийĕсене йĕркелессине ял тăрăхĕн администрацийĕсем те хăйсем çине илмелле. Тĕл пулусенче, граждансен пухăвĕсенче калаçу пуçарма, буклетсемпе тивĕçтерме питех те меллĕ, реклама стенчĕсем çине вырнаçтарнă памяткăсемпе те халăх паллашма пултарĕ.

Сăмах май: район центрĕнче те реклама щичĕсем – пĕлтерÿсем çыпăçтармалли ятарлă вырăнсем пур. Анчах çакă кăна хăшĕ-пĕрне тивĕçтермест пулмалла, йыхрав-чĕнÿ материалĕсене çутă юписем, контейнер площадкисем, решеткесем… çине вырнаçтараççĕ. Культура шайĕ пĕчĕк пулсан мĕн тăвăн…

Районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Денис Баймушкин выльăх-чĕрлĕхе профилактикăлас ыйтăва хускатрĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене тĕрĕслес, тĕрлĕ чир-чĕр ересрен вакцинаци тунине палăртрĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăх организацийĕсен фермисене дезинфекцилес, дератизацилес, шуратас енĕпе те чылай ĕç пурнăçланине цифрăсемпе çиĕплетнĕ.

Отчетра цифрăсем татах пулчĕç-ха, анчах район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина йытăсем пирки мĕнле мерăсем йышăнни ытларах кăсăклантарчĕ. Паянхи проблема ку, мĕншĕн тесен çапкаланчăк чĕр чунсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем пĕрре çеç мар…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code