Чăваш Республикин Пуçлăхĕн шырав юхăмне аталантарма паракан гранчĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Кăçал унта 16 проект тăратнă, çав шутран 9-ăшне çĕнтерỹçĕ тесе йышăннă. Вĕсене 200 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран грант пулăшăвĕ параççĕ.
Çĕнтерỹçĕсем хăйсен проекчĕсене шырав экспедицийĕсене кайнипе пĕрлех çут ĕçĕн хальхи мелĕсемпе анлăн усă курмаллине палăртнă: интерактивлă куçса çỹрекен курав экспозицийĕсемпе тата ыттипе.

