Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра сасăлар

Вăхăтра сасăлар

Округра «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелетпĕр» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн пыракан Пĕтĕм Раççейри сасăлав пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе пĕрлехи массăллă субботник иртнĕ.

Экологи мероприятийĕсене уйрăмах Елчĕкри Мир урамĕнчи аллейăна тата тĕп парка тасатса тирпейлессипе тухăçлă йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ организацире ĕçлекенсемпе уйрăм çынсем бордюрсене, йывăçсене шуратнă, чечексем лартнă. Çỹп-çапсене михĕсене тултарса свалкăна ăсатнă.

Субботниксем округри пĕтĕм территори пайĕнче иртнĕ.

Аса илтеретпĕр: онлайн-сасăлав майăн 31-мĕшĕччен пырать. Эсир сайтра https:ỸỸ21.gorodsreda.ru. платформа çинче тирпей-илем кĕртмелли вăл е ку территоришĕн сасăлама пултаратăр. Пирĕн округпа — «Ырсамай» кану паркĕ е Аслă Елчĕкри сквер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code