Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стартра – йĕлтĕрçĕсем

Стартра – йĕлтĕрçĕсем

Хĕллехи спорт сезонне уçса Патреккелте йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпари вăтам, Тĕмерти, Шăмалакри, Аслă Таяпари тĕп шкулсенчи, Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи аслă ÿсĕмри спортсменсем хутшăннă.

2005 çулсенчи тата унран кĕçĕнрех хĕр ачасенчен 1 километра чупса Анита Ермакова /Шăмалак/ мала тухнă. Инга Козловăпа /Елчĕк/ Мария Яковлева /Аслă Елчĕк/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Палăртни вырăнлă: Мария ыттисенчен виçĕ çул кĕçĕнрех. Çак çулсенчи арçын ачасем 2 çухрăма парăнтарнă. Кунта Кирилл Александров /Лаш Таяпа/ пĕрремĕш, Артем Ловкинпа Артем Савинов /Çирĕклĕ Шăхаль/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

2003-2004 çулсенчи хĕр ачасенчен 2 километрлă дистанцире Юлия Красновăна /Елчĕк/ çитекенни пулман. Елена Печковăпа /Аслă Елчĕк/ Алина Петрова /Елчĕк/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен пьедестал çине Кирилл Кузнецов /Аслă Таяпа/, Виктор Райков /Елчĕк/, Павел Окружнов /Аслă Таяпа/ хăпарнă.

2001-2002 çулсенчи вĕренекенсенчен Екатерина Агеева, Александр Чернов /Елчĕк/ пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Елена Перепелкина /Çирĕклĕ Шăхаль/, Максим Афанасьев /Аслă Елчĕк/, Ксения Лапшинапа Станислав Волков /Çирĕклĕ Шăхаль/.

Арçынсем те йĕлтĕрпе ярăнма юратнине лайăх кăтартса панă. 3 километра чупса Роман Романов /Шăмалак/ финиша пĕрремĕш çитнĕ. Алексей Васильевпа /Елчĕк/ Юрий Рахмуллин /Яманчÿрел/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

А.АДЮКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code